25 марта 2011 г.
Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче Ачча ялне хăрушă хыпар çитнĕччĕ. Кунта çуралса ÿснĕ, Федерацин хăрушсăрлăх службин офицерĕ Р.Желудкин Дагестан Республикинче çар тивĕçне пурнăçланă чухне пуçне хунă. Вăтăр виççĕре çеç пулнă вăл. Вăтăр иккĕре ăна подполковник званийĕ панă. Çамрăклах аслă офицер званине илнисем хушшинче халĕччен чăвашра пулманччĕ-ха. Руслан Николаевичăн ятне асра тытса Канаш хулинчи 10-мĕш номерлĕ шкулта 9-10-мĕш классенче паттăрлăх урокĕ ирттернĕ. Ăна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен С.Рассадникова хăйĕн 6-мĕш "б" класĕпе хатĕрленĕ. Урока паттăр офицерăн ашшĕпе амăшне, Ачча ялĕнче пурăнакан Николай Васильевичпа Александра Константиновна Желудкинсене, чĕннĕ.
Залра музыка янăраса кайнă, çамрăк армеецсем Р.Желудкин портречĕ тата çар тумĕ умне хисеплĕ хурала тăнă. 6-мĕш класра вĕренекен М.Одров пуçне хунă салтака халалланă сăвва вуласан залра ларакан ачасем ура çине тăнă, çунакан зажигалкисене пуç çийĕн çĕкленĕ. Çакăн хыççăн пурте 10-мĕш "а" класра вĕренекен Е.Андреева Р.Желудкин подполковник çинчен хатĕрленĕ презентацине пăхнă. М.Одров, В.Мигуськин, В.Маркиданов, К.Петров, Н.Яровая, Д.Вотяков, Е.Григорьев Руслан Николаевичăн çарти пурнăçĕпе паллаштарнă, заданисенчен питĕ кирлĕ сведенисемпе таврăнни çинчен каласа панă. Пĕлтĕр çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче вăл ертсе пыракан пĕчĕк ушкăн засадăна лекнĕ. Боевиксем ăна тата унпа пĕрле пулнисене хăрушла асаплантарса вĕлернĕ. Аслă классенче вĕренекенсем пĕр минут шăп тăрса паттăра асăннă, унăн портречĕ умне 33 гвоздика хунă.
Александра Константиновна ывăлĕн ачалăхне аса илнĕ, унпа мухтанни, вăл Тăван çĕршыва сутманни, бандитсем умĕнче хăраса ÿкменни çинчен каланă, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене Руслана манманнишĕн, ăна асăнса çак мероприятине хатĕрленĕшĕн чун-чĕререн тав тунă. Унăн сăмахĕсене куççуль кăлармасăр итлеме пулман, ăна мĕнле йывăр пулнине пурте ăнланнă. Ачасем ывăлне çухатнипе вăхăтсăр ватăлма пуçланă хĕрарăма чечек çыххи панă, С.Рассадникова ун валли "Мама, милая мама" юрра чĕрене хускатса юрланă. Александра Константиновнăпа пĕрле ачасем те, лайăххисем те, чарусăррисем те, вĕсене вĕрентекенсем те куçĕсене шывлантарнă.
А. ВИТАЛЬЕВ.