25 марта 2011 г.
Чăваш наци библиотеки ирттерекен "Литературăллă Чăваш Ен: 2009 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке" конкурса хутшăнса Çĕнĕ Шелттем ял вулавăшĕнче Николай Карай çырнă "Ураллă купăс" кĕнеке тăрăх театрти евĕр выляв ирттернĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем сутмалли юмахсен тупсăмĕсем тăрăх кĕнеке ятне шыраса тупнă.
Николай Карай ачасене питĕ юратать. Вĕсен шухăш-кăмăлне аван пĕлсе тăрать. Ача пекех шутлама, савăнма пĕлет. Çыравçăн конкурса тăратнă "Ураллă купăс" кĕнеки ачасемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ, вăл кĕнеке тусĕсене илемĕпе, содержанийĕпе илĕртет. В.Игнатьева ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ ăна.
Вулавăш çумĕнчи "Çамрăк кĕнекеçĕ" кружока çÿрекен Т.Моисеева, А. Васильева, Е. Охотникова, А.Филиппов, Ю.Зайцев, Д.Ильина çыравçăн "Ураллă купăс", "Пушă пурак", "Тивес мар", "Шăнкăрав", "Кам пĕлет", "Кураксем", "Ăçта" сăввисене çĕкленÿллĕн янраттарчĕç. Николай Карайăн хайлавĕсем тăрăх электронлă презентаци те йĕркеленĕ. Куравçăсем çамрăк артистсене хыттăн алă çупса тав турĕç.
Т.ИВАНОВА.