25 марта 2011 г.
Сиккасси ял вулавăшĕнче "Чи лайăх ача-пăча кĕнеки" презентаци иртрĕ. Çак хисеплĕ ята Н.Ытарайăн "Алуккапа тусĕсем" кĕнеки çĕнсе илчĕ.
"Н.Васильев (Ытарай) çырнă "Алуккапа тусĕсем" кĕнеке - ачасемшĕн чăн-чăн парне. Ку кĕнекере 23 юмах, "Тем те пĕр" пай, тупкавсем, шутлавсем. Юмахсенче тĕрлĕ ыйту хускатнă. Ачасем пĕрмаях паракан ыйтусене юмахри шухăшсене тĕпе хурса хуравлама май пур.
Ашак ăманран ăс енĕпе айванрах. Алуккан чапĕ ылтăн алăллă пулнăран сарăлса пырать. Акантей тырра вăхăтра акмаллине систерет. Çилвĕр çичĕ тĕрлĕ ĕç тăвать. Пăрчăкан хÿрипе вун тăватă хут çапсан пăр тапранать иккен. Шип-шипсене ÿснĕ чух асăрхасах тăмалла. Йытăпа кушак халĕччен те çураçаймаççĕ. Мĕншĕн-ши; Ула такка мĕншĕн пĕр вĕçĕмсĕр çапла çеç юрлать: "Тук-тук-тук! Тук-тук-тук!" Ашак "Ийя-ийя-ийя!" тесе çухăрма ăçтан вĕреннĕ; Лаша мĕншĕн ку таранччен те çынна пăхăнса пурăнать; Ăс пике хĕрача пуçĕпех мĕнле майпа патшана ларма пултарнă-ха тата; Инкекрен хăтăлас тесен Катăк тута пек çавра ăслă пулмалла иккен. Уйăх мĕншĕн çÿле хăпарса тарнă; Цоккăр, Ялман йышши чĕр чунсем мĕнлерех-ши; Ачасене тĕпчев ĕçне хутшăнма чĕнет Тĕпчей. Шăшисем пĕр-пĕринпе нихăçан та хирĕçмесĕр пурăнаççĕ. Хура хурлăха çĕнтерсе пыма вĕренмелле. Телейлĕ пулас тесен Тарьепи пек ăслă та тавçăруллă пулмалла.
"Тем те пĕр" пайри хайлавсем ачасен тавçăрулăхне, ăнкарулăхне аталантарма пулăшаççĕ. Тавлашу, суйăш, пулмăш, йăлăхмăш, шÿт, сăнлав ăнлавсемпе паллашаççĕ.
Тупкавсен тупсăмĕсене панă. Ачасен хăйсен хуравĕсемпе танлаштарса пăхма май пур. Шутлавсемпе хисепсем вăйăсенче пайланса ушкăнсем йĕркеленĕ чухне пулăшĕç.
"Пĕр сăмахпа каласан, Н.Ытарайăн "Алуккапа тусĕсем" - вулакансем кĕтнĕ чи лайăх кĕнеке. Аслисене ачасем кăсăкланакан ыйтусене хуравлама пулăшса пырĕ. Ачасен хăйсем тĕллĕн вулас кăмăлне, вуласа пĕлес туртăмне аталантарĕ", - çапла хакларĕ Николай Васильевичăн "Алуккапа тусĕсем" кĕнекине Сиккасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е. Александрова.
Уява 3-мĕшпе 4-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кĕнекери хăш-пĕр юмаха кĕнеке тусĕсем артистсем пекех пултаруллă выляса кăтартрĕç. Тупкавсен тупсăмĕсене тупрĕç. "Алуккапа тусĕсем" юмаха вара библиотека ĕçченĕсем хăйсем лартрĕç, юмах тăрăх ачасене тĕрлĕ ыйту пачĕç. В.Мурзукова библиотекарь Н.Васильев (Ытарай) пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
З.МУКШИНА, ялти вулавăш ертÿçи.