25 марта 2011 г.
Вăрмар районĕнчи Пинер хĕрне Е.Михайловăна учитель пулас ĕмĕт Канашри педагогика колледжĕн шкул уйрăмне илсе çитернĕ. Пиллĕк-мĕш çул вĕренет ĕнтĕ вăл кунта. Пултаруллăскерне малтанхи çулах культурăпа искусство комитетне ертсе пыма шаннă. Лена мероприятисен сценарине çырать, номерсене мĕнле хатĕрленине тĕрĕслет. Вĕренÿре "пиллĕк" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынăшăн, студентсен канăвне йĕркелеме пулăшса тăнăшăн, вĕренÿ заведенийĕн обществăлла пурнăçĕнчи активлăхшăн, хулара иртекен конкурссемпе фестивальсене хастар хутшăннăшăн маттур хĕре темиçе хутчен те Тав хучĕсем, Хисеп хучĕсем, дипломсем парса хавхалантарнă.
Литературăри ÿсĕмĕ-сем те курăмлă унăн. Лена сăвăсем çырать. Унăн хайлавĕсем "Канаш" хаçатра час-часах пичетленеççĕ. Вĕрентÿпе воспитани темипе çырнă ĕçĕсемпе колледжри, республикăри, Раççейри студентсен наукăпа практика конференцийĕсене тăтăшах хутшăннă. Пĕлтĕр ака уйăхĕнче вăл регионти конференцинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Колледжран вĕренсе тухсан Лена Михайлова пĕлĕвне аслă вĕренÿ заведенийĕнче ÿстерме шутлать. Ума лартнă тĕллеве пурнăçламасăр лăпланмасть вăл. Апла пулсан пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех Елена.
В. АЧЧА.