АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ тапхăрччен шутлă кунсем юлчĕç

25 марта 2011 г.

Кăçал планпа палăртнă тăрăх 31974 гектар çинче акса-лартса хăвармалла. Ку иртнĕ çулхин 107,5 проценчĕ шутланать. Ял хуçалăх организацийĕсенче – 22551 гектар, фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче – 2082, харпăр хăй хушма хуçалăхсенче – 7341. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 8803 гектар, çĕр улми 550 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 1394, нумай çул ÿсекеннисем 840 гектар, силослăх кукуруза 274 гектар, рапс 240 гектар, пахча çимĕç 15 гектар йышăнĕç.

Кĕрхи тырăсем 7150 гектар çинче акса хăварнă: тулă 3695 гектар, ыраш 2002,6, тритикале сортли 1132, кĕрхи рапс 1093. Вĕсене хĕл каçма лайăх условисем пулчĕç. Çуркунне мĕнле тĕлĕнтермĕшсем кÿме пултарни хальлĕхе паллă мар-ха. Çур аки ирттерме районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ 1863 тонна кирлĕ. Кĕлетсене пĕтĕмпе 2343 тонна тултарнă. Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне 58 процентне кондицине çитернĕ. Тĕрĕслев çакна палăртнă: кондицилли 1356 тонна, çÿп-çапли 996 тонна, шăтаслăхĕ начарри 53 тонна, чирли 28 тонна. Районти хуçалăхсенче иккĕмĕш репродукциллĕ "ирень" çурхи тулă вăрлăхĕ 200 тоннăна яхăн пур, пĕрремĕш репродукциллĕ "гунтер" сĕлĕ вăрлăхĕ – 35 тонна.

Çур аки ирттерме минераллă удобренисем 2227 тонна кирлĕ. Паянхи кун тĕлне 546 тонна кÿрсе килнĕ. Çак уйăхăн 15-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ техникăн 67-88 проценчĕ çурхи уй-хире тухма хатĕр. Районта 201 трактор, 135-шĕ юсавлă. Сеялкăсен 88 проценчĕ, çĕр улми лартмалли агрегатсен 76 проценчĕ – юсавлисен ретĕнче.

Дизтопливо 300, бензин 42 тонна кирлĕ пулать. Хальлĕхе вĕсем 176 тата 7 тонна пур. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх çурхи уй-хир ĕçĕсене тума (саппас пайсем, çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексем, удобрени тата вăрлăх туянма) 25 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Кăçал ял хуçалăх организацийĕсем çур аки ирттерме кĕске сроклă кредитсем 8,3 миллион тенкĕлĕх тунă.

Районта çулталăк пуçламăшĕ тĕлне пушă выртакан çĕрсем 5091 гектар шутланаççĕ. Вĕсене кăçал пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Çак енĕпе район бюджетĕнчен 2,5 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Район администрацийĕн хушăвĕпе ял хуçалăх организацийĕсенче çур акине ирттерсе ярассишĕн яваплă çынсен списокне çирĕплетнĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика