АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн çĕнĕ премьер-министр

25 марта 2011 г.

Депутатсем çĕнĕ премьер-министрăн кандидатурине ырланă. Мартăн 22-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн 37-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулма Олег Макаров кандидатурине сĕннĕ.

Чăваш Ен ертÿçи О.Макарова: "Çамрăк, малашлăх ертÿçĕ, организаци менеджментне аван пĕлет, анлă тавра курăмлă, команда йышĕнче ĕçлеме, ертсе пыма пултарнине, кризиса хирĕç кĕрешмелли технологие лайăх пĕлнине кăтартрĕ, экономика-стратеги шухăшлавĕ пысăк, йышăнăва вĕçне çитерме пултарать, хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтать", – тесе хакланă. Кандидатурăна тĕрлĕ енлĕ пахаланă хыççăн сессие хутшăннă 41 депутатран 35-шĕ Олег Макаров кандидатуришĕн сасăланă, 5-шĕ хирĕç пулнă, пĕри тăхтаса тăнă.

Премьер-министр вырăнне йышăнма суйласа илнĕ чухне мĕне тĕпе хунине Михаил Игнатьев Президент тÿрех уçăмлатнă: "Пĕр пĕтĕмлетÿ патне пырса тухиччен эпир чылай сĕнĕве тишкертĕмĕр, чылайăшĕпе курнăçса калаçрăмăр, вĕсен хушшинче Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те пурччĕ, анчах вĕсенчен нихăшĕ те çав тери яваплă вырăна йышăнма килĕшмерĕ. Юлашкинчен Олег Витальевич кандидатури çинче чарăнтăмăр. Вăл мана пур енлĕ тивĕçтерчĕ, çавăнпа та Патшалăх Канашне сĕнÿпе тухрăм. Унпа килĕшнĕшĕн депутатсене тав тăватăп".

Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнчи Указĕпе Олег Витальевич Макарова Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне лартнă.

ЧР ПА пресс-служби.

О.В.Макаров биографийĔ

Олег Витальевич Макаров 1974 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче çуралнă. Тăван хулинче вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 2004 çулта "Организаци менеджменчĕ" специальноçпа диплом ĕçне хÿтĕленĕ. Унтан темиçе тренинг программипе вĕренĕве малалла тăснă: "Менеджмент ăсталăхĕ" (2003), "Персонала хакласси тата суйласа илесси" (2003), "Пăхăнса тăракансем ĕçе пурнăçлассине тата вĕсен аталанăвне ертсе пырассине" (2004), "Команда йĕркелесси" (2004), "Вăхăтпа усă курассине йĕркелесси" (2004).

О.В.Макаров слесарь-юсавçă вĕренекенĕнчен пысăк предприяти директорĕ таран ÿснĕ. 2000-2008 çулчченхи тапхăрта тĕрлĕ должноçра вăй хунă: Çĕнĕ Шупашкар хулинчи "Волга-Трейд" ООО директорĕ, Шупашкар хулинчи "САН Интербюро" АУОн дистрибьюци службин тавар туянас енĕпе ĕçлекен аслă специалисчĕ, логистикăпа дистрибьюци менеджерĕ, "Шупашкар хулин сĕт завочĕ" АУОн ĕç тăвакан директорĕ, унтан генеральнăй директорĕ.

2008 çулхи ака уйăхĕнче "Чебоксарский" сĕт комбиначĕ" филиала ертсе пыма тытăннă, "Юнимилк-Атăл" представительствăн операци директорĕ, "Юнимилк-Атăлăн" Шупашкарти представительствин директорĕ пулса тăнă.

2008 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа – Екатеринбург хулинчи "ЮНИМИЛК-Урал" представительство директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика