АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултав серепине ан лекĕр

23 марта 2011 г.

Çуркунне çитрĕ. Кĕçех çĕр пичĕ юртан тасалĕ те пахча ĕçĕсем пуçланĕç. Унччен маларах пахчаçăсем ÿсен-тăрана сăтăрçă хурт-кăпшанкăран, сиен кÿрекен курăксенчен тата тĕрлĕрен чир-чĕртен сыхласа хăварас тĕллевпе пестицидсем, тухăçне ÿстерес тĕллевпе удобренисем туянса хураççĕ. Ара, хальхи вăхăтра çак хими хутăшĕсемсĕр пысăк тухăç илесси çинчен шухăшламалли те çук вĕт. Анчах та вĕсен ассортименчĕ пуянланса пынă май пасарта суя продукцие те сĕнме пултараççĕ.

Раççейри ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри Управленийĕ суя пестицидсемпе агрохимикатсен тавар çаврăнăшне чарса лартас тĕллевпе çине тăрса ĕçлет. Специалистсем çак хими хутăшĕсен пробисене илсе тĕрĕслеве ярса параççĕ. Иртнĕ çулта патшалăх регистрацийĕ витĕр тухман пестицидсемпе агрохимикатсен 10 тĕсне тупса палăртнă, тата çавăн пекех суя тавар сĕннĕ 3 тĕслĕх пур.

Çавăнпа та пестицидсене туяннă чухне уйрăмах тимлĕ пулăр, тавара пĕлекен сутуçăсенчен илĕр. Енчен те тавар пахалăхĕ шиклентерет пулсан Раççейри ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи Управленине çак адреспа çитсе килме пултаратăр: Шупашкар хули, Крупская урам, 9-мĕш çурт (тел. 52-80-33), е Ярославская урам, 76-мĕш çурт (тел. 62-13-22, 62-56-03). Заявлени çыратăр пулсан ун çумне сутуçăн касса чекне тата агрохимикат упаковкине хумалла пулать.

В.НОВОСЕЛЬЦЕВ, аслă инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика