23 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Роберт Кох ăсчах Берлинта туберкулеза пуçарса яракан микобактерие тупса палăртни çинчен тухса калаçнă.
Туберкулез сарăлакан чир, ăна туберкулез "патакĕсем" пуçарса яраççĕ. Чирлĕ çын вĕсене ÿсĕрнĕ, апчхулатнă тата шăнă чухне тулаш тавралăха кăларать. Çак "патаксем" тусан çумĕнче 3 уйăхчен, тăпрара, шывра тата нÿрлĕ пÿлĕмре çулталăк таранччен сыхланса юлма пултараççĕ. Вĕсемшĕн сивĕ те хăрушă мар. Анчах та вĕретни, хĕвел çути (1-2 сехет хушшинче) тата ультрафиолет пайăркисем (5-6 сехет хушшинче) "патаксене" вилĕм кÿреççĕ. Çавăнпа та чирлĕ çынпа пĕрле пурăнакансем туберкулезпа ан аптăраччăр тесен кил-çурта дезинфекцилесех тăмалла.
Чи пĕлтерĕшли çакă, чирлĕ çыннăн хăйĕн гигиенăна çирĕп пăхăнса пурăнмалла. Унăн пÿлĕмĕнче нумай япала пулмалла мар, кавир тата çемçе теттесенчен хăтăлмалла. Çума тата тасатма чăрмав кÿмен япаласене çеç хăварма юрать.
Çемçе сĕтел-пукана чехолсемпе хупăрламалла. Чирлĕ çыннăн хăйĕн ятарлă савăт-сапа пулмалла, вĕсене кашни апат çимессерен "тасатмалла": содăн 2,0 растворĕнче 15 минут вĕретмелле е хлораминăн 5,0 процентлă растворне 240 минутлăха ярса хумалла, кайран таса шывра çуса илмелле. Чирлĕ çыннăн кĕпе-йĕмне тата вырăн таврашне уйрăммăн хупăлчаллă пичкере упрамалла, çавăн пекех хулăн пусмаран çĕленĕ михĕ те каять. Япаласене çума тытăниччен çÿлерех асăннă дезинфекци меслечĕпе усă курни вырăнлă.
Чирлĕ çын пÿлĕмне кунсерен дезинфекцилесе тăмалла. Вырăн таврашĕсене уçăлтармалла, хĕвел çине хумалла. Çак ĕçе туса ирттернĕ чухне маска, халат тата резин перчетке тăхăнма манса каймалла мар.
Çакна яланах асра тытăр, пахалăхлă дезинфекци ыттисем туберкулезпа чирлес хăрушлăха чакарать.
А.АФАНАСЬЕВА, эпидемиолог врачăн пулăшуçи.