23 марта 2011 г.
Çак кунсенче Вырăскас Пикших вăтам шкулне Мускаври "Спец-Адрес" издательствăран ырă хыпар çитнĕ. 11-мĕш класра вĕренекен (сулахайран сылтăмалла) Василий Данилова, Елена Павловăна тата Артем Казначеева "Пултаруллă ача" медальпе наградăлани çинчен пĕлтернĕ. Çак издательство кăларакан энциклопедин "Пултаруллă ачасем – Раççей пуласлăхĕ" пайĕнче вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен çырса кăтартнă. Виççĕшĕ те пĕлĕвне аслă вĕренÿ заведенийĕнче ÿстерес шухăшлă. Ĕмĕчĕсене пурнăçлассинче иккĕленÿ çук.
Кунта çакна каласа хăварма та кăмăллă: энциклопедире тĕрлĕ çулта Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн 8 вĕрентекенĕн тата 16 воспитанникĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнăччĕ.
В.ТИМОФЕЕВ, шкул директорĕн çумĕ.