АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытарая юратса вулаççĕ

23 марта 2011 г.

"Литературăллă Чăваш Ен: 2009 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке" республика конкурсне хутшăнса эпир Ачча ял библиотекинче Николай Ытарайăн "Алуккапа тусĕсем" кĕнеки тăрăх юмах каçĕ ирттертĕмĕр. Ку кĕнекене ахальтен суйласа илмерĕмĕр: вулакансен тата кĕнеке формулярĕсене тишкерни 2009 çулта пичетленсе тухнă кĕнекесенчен çакна ачасем пуринчен ытларах юратса вуланине кăтартса пачĕ. Юмаха камсем юратса тата тимлĕ итлеççĕ; Паллах, ачасем. Çавăнпа та юмах каçне те "Пилеш" ача сачĕнче ирттертĕмĕр. Мария Тихонова, Анжелика Федорова, Алла Егорова çамрăк артистсем сцена çинче вылянине пĕчĕккисем çав тери интересленсе пăхса ларчĕç, хăйсен туйăмĕсене уççăн палăртса "Чеелĕх" юмахри сăнарсемпепĕрле савăнчĕç те, кулянчĕç те. Юмах вĕçленсен библиотекарь ачасем валли кăларнă çĕнĕ, илемлĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ.

Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА, библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика