АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашсен пĕрремĕш летчикĕ

23 марта 2011 г.

Чăваш Енĕн паттăр ывăл-хĕрĕ сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Иван Скворцов летчик. Вăл Тăван çĕршывăн авиацине аталантарма нумай вăй хунă. Иван Федоровичăн курăмлă ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартăр-ха.

Ю.СМИРНОВ.

Иван Федорович Скворцов 1898 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче çуралнă. 1917 çулхи кăрлач уйăхĕнче ăна çар ретне илнĕ. Вăл Чăваш Енрен авиацие лекнĕ пĕрремĕш çын. Çав çулах И.Скворцов Киеври çар авиашкулне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăк авиатора тÿрех офицер званине (кун пекки питĕ сайра пулнă) панă, "сăнавçă-летчик" квалификацине çирĕплетнĕ.

И.Скворцов пĕтĕм пурнăçне авиаципе çыхăнтарнă. Вăл Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисенче çапăçнă, Махно бандине аркатма хутшăннă, Таджикистанра басмачсене тĕп тунăшăн ăна пăшал парса чысланă. Иван Федорович Украина тата Крым Хĕрлĕ Çар сывлăш флочĕн штабĕн пуçлăхĕ пулнă. Вăл пуçарнипе Борисовоглебскри çар летчикĕсен аслă училищине, Самарта тата Балашовăра граждан авиацийĕн шкулĕсене йĕркеленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче И.Скворцов çĕршывăн тĕп пайĕпе инçетри регионĕсен хушшинчи çыхăнăва никĕсленĕ, Çурçĕр полюс экспедицийĕсене хатĕрленĕ. Красноярск-Диксон авиалиние, Тĕп Çурçĕр тинĕс çулĕн авиацийĕн Беломор авиаотрядне ертсе пынă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн авиаци тăшмана нумай тĕп тунинче Скворцовăн тÿпи те пур. Вăл çав вăхăтра çар завочĕсене эвакуацилесе çĕнĕ вырăнта хута ярас ĕç-хĕле йĕркелессишĕн яваплă пулнă. Каярахпа СССР Авиапромышленноç министерствин вĕçевпе тĕпчев службине ертсе пынă, самолет тăвакан центрта нумай çул тăрăшнă.

Иван Федорович Скворцов Мускавра пурăннă, 94 çула çитсен пурнăçран уйрăлнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика