23 марта 2011 г.
Пенсисен пĕрремĕш индексацийĕ нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулчĕ. 36,6 млн пенсионерăн ĕç пенсийĕсене 8,8 процент индексацилерĕç. Иртнĕ çултан тытăнса вĕсен база тата страховани пайĕсене пĕр харăс ÿстереççĕ.
2011 çулта социаллă пенсисем 9,1 процент хăпараççĕ, çав шутра ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен – 8 процент. Уйăхри укçа тÿлевĕсем те 17 млн çыннăн асăннă тапхăртан 6,5 процент пысăкланаççĕ.
Ĕçлемен гражданинăн пенсипе ытти тÿлев тата социаллă çăмăллăх мерисен (тĕслĕхрен, çул çÿрев билечĕ) пĕтĕмĕшле сумми çав çын тĕпленнĕ регионта çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулмалла мар.