23 марта 2011 г.
Шкул, клуб, библиотека – районти кашни ял тăрăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ учрежденисем. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура тăраççĕ, мĕншĕн тесен виççĕшĕшĕн те çыхăну хатĕрĕ ача пулса тăрать. Шкулта та, клубра та, библиотекăра та ачасемсĕр пурнăç çук. Уçырма вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Оля Николаевăсăр ялта пĕр уяв та, конкурс та иртеес çук. Ытла та пултаруллă хĕрача вăл.
"Пиллĕкпе" кăна ĕлкĕрсе пыракан Оля Шăхасанти ача-пăча музыка шкулĕн Уçырмари филиалĕнче фортепиано калама вĕренет. 2006 çултанпа Уçырмари культура çурчĕ çумĕнчи "Веселая детвора" кружока çÿрет. Унсăр пуçне Л.Пантелеймонова вĕрентекен йĕркеленĕ "Вдохновение" ансамбльте юрлать. Илемлĕ ташлать, вулать, ертсе пырать. Виçĕм çул "Канаш ен мерченĕсем" фестивальте лауреат ятне илни хĕрачана малалла талпăнма, тĕрлĕ конкурс-фестивале пысăк хавхаланупа хутшăнма вăй парса тăрать. 2010 çулта республикăра иртнĕ "Мехел" конкурсра Оля Николаева виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Регионсем хушшинче ирттернĕ "Жемчужная капель" юрă конкурсĕнче иккĕмĕш пулчĕ. Çакăн евĕрлĕ "Надежды России" пĕрремĕш фестивале те Оля савăнсах хутшăнчĕ. Кăçал вара пирĕн ялăн маттур хĕрачи Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тивĕçрĕ.
Уçырмара Оля пек пултаруллă та пуçаруллă, хастар ачасем пурришĕн савăнатпăр эпир. Вĕсене паян вĕренÿре, ыран вара ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр. Пуласлăх çамрăксен аллинче-çке-ха. Пирĕн вĕсене шанмалла.
М. ПЕТРОВА, Уçырма библиотекин заведующийĕ.