23 марта 2011 г.
Павлов (хушаматне улăштарнă) эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн, машина çÿретме права çуккине пăхмасăр çăмăл машина рулĕ умне ларнă. Çул çинче тепĕр машинăпа çапăннă. Автоинкекре Федоровсен (хушамата улăштарнă) 18 çулти хĕрĕ тата йăмăкĕ вилсе кайнă. Суда тавăç тăратнисем пысăк çухату тÿсни çинчен пĕлтернĕ, мораль енчен сиен кÿнине саплаштарма кашниншĕн 500-шер пин тенкĕ тата тирпейлесе пытарма тăкакланă 45 пин тенкĕне шыраса илме ыйтнă. Вилесене пытарнă чухне расхутланă суммăсен квитанцийĕсем пуррине, явап тытаканăн амăшĕ 10 пин тенкĕ парса пулăшнине пĕлтернĕ.
Суд çак ĕçе тĕплĕн пăхса тухнă. Федоровсене (тăваттăн вĕсем) мораль енчен сиен кÿнĕшĕн явап тытаканран пĕтĕмпе 200 пин тенкĕ шыраса илме йышăну кăларнă. Страховани организацийĕн тăкака саплаштарма 20945 тенкĕ те 49 пус уйăрма тивет. Çавăн пекех çак организацирен федераллă бюджет валли 728 тенкĕ патшалăх пошлини шыраса илесси çинчен пĕлтернĕ.