23 марта 2011 г.
Мухин (хушаматне улăштарнă) "Автомобиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхре 100 пин тенкĕ парса 2002 çулта туса кăларнă, кĕмĕл тĕслĕ "ВАЗ–21103" модельлĕ автомашина туяннă. Комиссин договорне тĕпе хурса машина хуçи пулнă Николаев (хушаматне улăштарнă) çÿлерех асăннă пĕрлĕхе Мухин валли çак автомобилĕн докуменчĕсене хатĕрлеме хушнă. ГИБДД инспекторĕсем тĕрĕслев вăхăтĕнче агрегатсен номерĕсене улăштарнине палăртнă, çак сăлтава пула транспорт хатĕрĕн паспортне туртса илнĕ, машинăна штрафчарăнăва лартнă. Эксперт кузов номерĕ ют пулнине палăртнă.
Мухин явап тытакана тÿленĕ суммăна каялла тавăрса пама ыйтнă. Лешĕ номер паллисене улăштарнине пĕлмĕш пулса укçана хăйĕн патĕнчех хăварасси çинчен пĕлтернĕ. Мухин çак ĕçе тĕплĕн пăхса тухма суда хут çырса панă. Унта вăл 100 пин тенкине каялла илмешкĕн пулăшма ыйтнă.
Суд Мухин тавăçне тивĕçтернĕ.