АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усал сăмахсемпе вăрçнă, алă çĕкленĕ

23 марта 2011 г.

Çу кунĕсенчен пĕринче каçхине саккăр иртсен милици сотрудникĕсем Самойловпа Васильев (хушамачĕсене улăштарнă) шалти ĕçсен пайĕн оперативлă дежурнăйĕ хушнипе тĕп урамри çуртăн картишне пынă. Унта ларакан "ВАЗ-2109" автомобиль водителĕ ÿсĕр иккен. Самойлов водитель удостоверенине кăтартма ыйтнă. Лешĕ ун умĕнчи пакунлă çын, влаç представителĕ пулнине пĕле тăрах, ăна пухăннă халăх умĕнче усал сăмахсем каласа хăртнă. Васильев пуçтаха чарăнма ыйтнă. Меньшов (хушаматне улăштарнă) хăнк та туман, милиционер çине алă çĕкленĕ, ăна икĕ хутчен кăкăрĕнчен çапнă.

Меньшова ултă çула хупнă. Çак вăхăта вăл пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика