АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕрсем ан пулччăр

23 марта 2011 г.

2010 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче Федерацин 435-ФЗ номерлĕ Саккунне кăларса Раççей Федерацийĕн законодательствине улшăнусем хушса çырнă. Çав Саккуна вăя кĕртнипе ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕрсен пусă çаврăнăшĕнче тухса тăнă уйрăмлăхсене Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви, Росреестрăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕ, республикăн нотариус кантурĕ, "Чăваш Республикин-Чăваш Енĕн çĕр кадастрĕн палати" федераллă патшалăх учрежденийĕ район администрацийĕнче семинар-канашлу ирттерчĕ. Унăн ĕçне райадминистрацин тĕрлĕ служба ертÿçисем, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацийĕсене, фермер (хресчен) хуçалăхĕсене ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Семинара Росреестрăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Е.Карпеева уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

Районта "Ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен" Федераллă Саккуна мĕнле пурнăçласа пыни çинчен райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов каласа пачĕ. Вăл хăйĕн докладĕнче çĕр пайĕсен хуçисен 40 проценчĕ 13 пин гектар çĕре саккуна пăхăнса ĕçе хывни çинчен пĕлтерчĕ. Республикăра пуçласа суд урлă "Биболдино" тата "Урожай" ял хуçалăх производство кооперативĕсен территорисенчи никам та йышăнман çĕр пайĕсене, 340 гектар лаптăка, муниципалитет пурлăхĕ туса хунă. Пăрахăçланă ЯХПКсен усă куракан çĕрĕсене шута илнĕ. Паянхи кун тĕлне 326 лаптăка (11740 гектар) муниципалитет пурлăхĕ туса хурса регистрациленĕ: çав шутран 158-шĕ (6049,3 гектар) – районăн, 188-шĕ (5690,6 гектар) – ял тăрăхĕсен. Шел пулин те, çав лаптăксене пурне те арендăна парайман. Анчах та хатĕр çĕрсене инвесторсем кирек хăш вăхăтра та саккунпа килĕшÿллĕн йышăнма пултараççĕ.

Иртнĕ çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче 435-ФЗ номерпе Федераллă Саккун тухсан çак Саккунăн тĕп положенийĕсемпе паллаштарас тĕллевпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Вĕсен умне конкретлă задачăсем кăларса тăратнă. 2011 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăрта çĕр пайĕпе усă курма килĕшменни пирки калакан улшăнупа ĕçлессине вăйлатма йышăннă. Ку енĕпе Росреестр управленийĕн Канашри уйрăмĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме тытăннă. Çулталăк пуçланнăранпа унăн сотрудникĕсемпе пĕрле 5 хутчен ял тăрăхĕсенче пулнă. Çак ял тăрăхĕсенче çĕрпе ĕçлеме килĕшменнисене шута илнĕ: Кăшнаруйĕнчен – 73, Çеçпĕлтен – 70, Сухайкассинчен – 22. Çакăн пек çÿревсем малашне те пулĕç. Халĕ ял тăрăхĕсенче йышăнман çĕр пайĕсен списокĕсене хатĕрлес, тĕрĕслес енĕпе ĕçлеççĕ. Вĕсене йĕрке тăрăх утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен массăллă информации хатĕрĕсенче пичетлемелле, Интернет сетьне вырнаçтармалла. Çавăн пек çĕрсем вара 11 пин гектара яхăн. Нарăс тата пуш уйăхĕсенче ял тăрăхĕсенче пухусем иртнĕ. Вĕсенче çĕр ĕçĕпе çыхăннă çĕнĕлĕхсене ăнлантарса панă. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсем пайсен кашни хуçи патне çитме тăрăшнă. Вĕсем уйрăлса тухма кăмăллисене тата çĕр пайĕпе усă курма килĕшекенсене активлăрах пулма сĕннĕ. Ку тĕлĕшпе кадастр палатипе те пĕр-пĕринпе çыхăнса, ăнланса ĕçлемелле. Шел, кадастр паспорчĕсене Шупашкарта хатĕрлеме пуçласан, коллективпă пай пурлăхĕн çĕр лаптăкĕсене патшалăхăн кадастр шутне кĕртес енĕпе йывăрлăхсем сиксе тухнă. Мишавай организацийĕсем федераллă патшалăх учрежденийĕсен требованийĕсем системăллă пулманнипе аптраса ÿкнĕ.

Яланах (срокне кăтартмасăр) усă курмалли правасене çĕнĕрен формăламалли график пăсăлмасть. Ку енĕпе тăхăр ĕç тумалла пулсан пĕрремĕш кварталта иккĕшне хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕрсен комплексĕ тĕлĕшĕпе район умне лартнă задачăсене майĕпен татса парсах пырĕç.

Росреестрăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Е.Карпеева район администрацийĕн пуçлăхĕн докладне лайăх хак пачĕ, федераллă саккуна пурнăçлас енĕпе район аван ĕçленине палăртрĕ.

Семинар-канашлура Росреестрăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Е.Карпеева, учетпа регистраци сферинчи координаципе анализ пайĕн пуçлăхĕ Т.Расколова, Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин çĕр хутшăнăвĕнчи патшалăх политикин пайĕн пуçлăхĕ И.Модина, Çĕр кадастрĕн палатин тĕп технологĕ Ю.Иванов, Канашри нотариус округĕн нотариусĕ С.Ильина тухса калаçрĕç. Пĕтĕмĕш-ле пай пурлăхĕ шутланакан ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕрсене граждансем арендăна парассипе çыхăннă ыйту уйрăмах хĕрÿллĕ те тавлашуллă иртрĕ. Республика тата федераци ведомствисен специалисчĕсене çак ыйту патне темиçе хутчен те таврăнса аренда хутшăнăвĕсене хатĕрлемелли йĕркесене тĕплĕн ăнлантарса пама тиврĕ. Граждансен пĕтĕмĕшле пайĕн пурлăхĕнче тăракан çĕр лаптăкĕсене арендăна парассине, çав çĕр лаптăкĕпе усă курмалли условисене, виçине тата аренда тÿлевне пĕтĕмĕшле çĕр пайĕсен пурлăхне хутшăнакансен пухăвĕнче йышăнаççĕ тата пуху протоколĕнче палăртаççĕ. Аренда договорне виçĕ çултан кая мар усă курма тумалла. Ăна Росреестрăн управленийĕнче шута илмелле, унсăрăн вăл саккунлă мар.

Семинар-канашлу ыйту-хурав йĕркипе вĕç-ленчĕ. Çакăн хыççăн Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин ĕçлевçисем Чăваш Республикин Президенчĕ нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен кăларнă Указа пурнăçа кĕртес енĕпе Канаш хула администрацийĕ тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама пăхнă вырăнсене çитсе курчĕç. Пĕтĕмпе 20 лаптăк. Вĕсем инженери сечĕсен çывăхĕнче, пурăнмалли çурт-йĕр зонинче вырнаçнă.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика