23 марта 2011 г.
Сухайкасси ял тăрăхĕн çамрăксен канашĕн членĕсем плакатсем йăтса урама тухнă. Плакачĕсем çине вара пирус туртни сывлăха хавшатни çинчен çырнă, çак сиенлĕ йăлапа яланлăхах сыв пуллашма чĕнсе каланă. Çамрăксем туртакан çынсемпе ăнлантару калаçăвĕсем ирттернĕ. Калаçу хыççăн пирус пачкисене лутăркаса тăкса никотин серепинчен хăпма сăмах паракансем те тупăннă.
Акци вăхăтĕнче туртакан çын çулталăкра сигарет туянса вăтамран миçе тенкĕ пĕтернине шутласа кăларнă. Кăтартăвĕ чылайăшĕн кăмăлне пăснă. Хăшĕсем хăйсен пурнăçĕнче 150 пин тенкĕлĕх чĕлĕм мăкăрлантарнă. Çапла майпа вĕсем ĕмĕрне 15-20 çула яхăн кĕскетнĕ. Çавăн чухлĕ укçапа тата мĕн чухлĕ кирлĕ япала туянма пулнă!
Çакăн пек акцисем малашне те ирттерес шухăшлă кунта. Çамрăксен канашĕн пуçарăвĕ ватăсен кăмăлне те кайнă. Ял çыннисем сывă пурнăç йăли-йĕркине тытса пыни мĕнле усăллă пулнине чунĕпе туйса илнĕ.