АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шпаковсем çĕнтернĕ

23 марта 2011 г.

Çемье пултарулăхне, çамрăксене илемлĕх туйăмне пĕлме тата ăс-хакăл енчен воспитани парассине вăйлатас тĕллевпе Сиккассинчи культура çуртĕнче Шупашкарта пулакан "Туслă çемье" конкурса суйласа илмелли мероприяти ирттернĕ. Унта Энтрияль, Çĕнĕ Чалкасси, Сиккасси, Шелттем, Атнаш ял тăрăхĕсенчи Денисовсен, Яковлевсен, Шпаковсен, Кадеевсен, Никитинсен çемйисем хутшăннă.

Конкурс программи виçĕ тапхăртан тăнă: çемьепе паллаштарасси, ăс-тăн тата пултарулăх конкурсĕсем. Жюри пĕр саслă пулса Шпаковсем "Çемье-2011" номинацире çĕнтернĕ тесе йышăннă. Вĕсем район чысне çемьен илемлĕх пултарулăхĕн республикăри фестивалĕн зонăри тапхăрне хутшăнма тивĕç пулнă. Кадеевсем "Туслă çемье", Денисовсем "Хисеплĕ çемье", Никитинсем "Музыкăра пултаруллă çемье", Яковлевсем "Пултаруллă çемье" номинацисенче палăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика