АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пухăнса сÿтсе явнă

23 марта 2011 г.

Пурнăçра тем амакĕ те сиксе тухма пултарать. Вĕсене пысăк хуласенче кăна мар, пĕчĕк ялсенче те курма пулать. Ашшĕ-амăшĕн, педагогсен, культура ĕçченĕсен таса тивĕçĕ – çамрăксене хытă айăпласси мар, вĕсене çав кăлтăксенчен хÿтĕлесси, асăрхаттарасси. Шăпах çакна тĕпе хурса Малти Тукайри культура çуртĕнче "Çамрăксем сывă пурнăç йăли-йĕркишĕн" тата "Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер" акцисемпе килĕшÿллĕн "Мĕнле пурăнать ялти яш-кĕрĕм" темăпа "çавра сĕтел" ирттернĕ.

Культура çурчĕн директорĕ Т.Никитина пурнăçра тĕл пулакан кăлтăксемпе илĕртмĕшсем çинчен каласа панă. Çамрăксен çав астармăшсене парăнмалла мар, сиенлĕ йăласемпе кĕрешмелле. Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Т.Семенова пирус туртни, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни, наркотиксем ĕçни сывлăха мĕнле сиен кÿни çинчен пурнăçран илнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă. Калаçăва çамрăксем те хутшăннă, кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерме тăрăшнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика