АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв-шур тапранас умĕн

23 марта 2011 г.

Чрезвычайлă лару-тăру çинчен асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ.

Çурхи ейĕве ирттерсе яма мĕнле хатĕрленни çинчен район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Чернов каласа панă. Шыв-шур аннă тапхăрта автомобильсене чăрмавсăр çÿреме мĕнле мерăсем йышăннипе Чăвашавтодорăн Канашри участокĕн тата "Мост" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн ертÿçисем М.Ильинпа С.Рахчеев паллаштарнă. Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе тумалли ĕçсем тата "Пурăнмалли çурт-2011" тĕрĕслевпе профилактика операцийĕ епле пыни çинчен пушар надзорĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ф.Смирнов тухса калаçнă. Районти вăрмансене вут-кăвартан сыхлас енĕпе ирттермелли мероприятисем çинче лесничество директорĕ Д.Юнусов чарăнса тăнă. Чукун çул хĕррисене пушартан сыхламалли мерăсем çинчен 19-мĕш ПЧ пуçлăхĕ В.Трофимов сăмах илнĕ. Пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика