18 марта 2011 г.
Ачасем лара-тăра пĕлменнипе чылай чухне инкеке лекеççĕ. Юлташĕсен умĕнче курнăçланас тĕллевпе вĕсем çывăхра иртекен автотранспорт умĕнчен çул урлă чупса каçаççĕ. Сфетофорăн чарăнма "хистекен" хĕрлĕ çути те шăпăрлансемшĕн пысăк чăрмав мар... Пуçтахраххисен хушшинче автомашина хыçĕнчен çакланса ярăнакансем те тупăнаççĕ тата.
Ачасен çул çинчи хăрушсăрлăхне чылай чухне ашшĕ-амăшĕ те пăхăнмасть. Вĕсем пепкине автомашинăра ятарлă ларкăчсăр лартса çÿреççĕ. Куншăн, паллах, административлă йĕркепе явап тытма тивет.
Нумаях пулмасть районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем "Ачасем" рейд ирттернĕ. Профилактика мероприятийĕ пынă тапхăрта инспекторсем водительсем çине административлă виçĕ протокол çырнă. Вĕсем ачисене автомашинăра хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасăр турттарнине палăртнă. Çавăн пекех çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн 3 ача карточкăсем "туяннă".
Рейд вăхăтĕнче ГИБДД инспекторĕсем районти шкулсене те çитсе килнĕ, ачасемпе тĕллевлĕ калаçусем ирттернĕ.
М.ЮНУСОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.