18 марта 2011 г.
Çанталăк сивĕтнĕ май кайăксенчен чылайăшĕ кăнтăр енне вĕçсе каять. Чăнахах та, хĕл кунĕсенче апат тупса çиме çăмăлах мар. Анчах та çав вăхăтрах çулталăк тăршшĕпех пĕр вырăнта пурăнакан кайăксем те çук мар. Çак йыша хăлата, хурчкана, çăхана, ула курака... кĕртме пулать.
Сивĕсенче кайăксем выçăпа аптăраççĕ, çăлăнăç шыраса çынсем пурăнакан вырăналла туртăнаççĕ. Пĕр кунхине пирĕн шкула хăлат вĕçсе кĕчĕ. Шкулăн иккĕмĕш хутĕнчи коридорта лăпкăн, асăрханса вĕçсе çÿрерĕ вăл. Кĕçех урок вĕçленнине систерсе шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ.
"Кĕтмен хăнана" шкул директорĕ А.Петров та асăрхарĕ. Вăл вĕренÿ хучĕсене сĕтел çине хучĕ, пире хăлат еплерех çăткăн кайăк пулни çинчен каласа асăрхаттарчĕ. Унтан Александр Яковлевич асăрханса кайăка алла тытрĕ.
Кайăк çав тери пысăк, унăн икĕ çуначĕ пĕр харăс сарăлсассăн метр яхăн пулать. Сăмси тата чĕрнисем шĕвĕр те вăрăм. Йывăрăшĕ те пур унăн. А.Петров директор хăлата шкул картишне йăтса тухрĕ. Ачасене çак вĕçен кайăк çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Унтан аллисене пушатрĕ те кайăк тÿпенелле хăлаçланса вĕçсе хăпарчĕ. Эпир унпа сыв пуллашнă хыççăн каялла урока васкарăмăр.
А.ПАВЛОВА.
Çеçпĕл шкулĕ.