АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕннисем çĕнтернĕ

18 марта 2011 г.

Пирĕннисем çĕнтернĕ

Йĕпреç поселокĕнче "Патвар" физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекен хĕрарăмсем хушшинче мини-футболла выляса мала тухассишĕн йăлана кĕнĕ III ăмăртăвĕ иртнĕ. Кăçал унта Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Элĕк, Куславкка тата Етĕрне районĕсен командисем хутшăннă.

Турнир икĕ ушкăнра иртнĕ. Финалта ушкăн çĕнтерÿçисем, Канашпа Йĕпреç районĕсен командисем, тĕл пулнă. Тĕл пулу 2:1 шутпа, пирĕннисем çĕнтернипе, вĕçленнĕ. Виççĕмĕш вырăншăн элĕксемпе патăрьелсем кĕрешнĕ. Пăла тăрăхĕн хĕрарăмĕсем ăстарах пулнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене кубоксем тата асăнмалăх медальсем панă.

Пирĕн район чысне Ирина Мартынова, Татьяна Николаева, Мария Александрова, Людмила Кириллова, Татьяна Александрова тата Алина Павлова хÿтĕленĕ. Йĕпреç районĕн командин членне Лариса Быковăна чи лайăх вылякан тесе йышăннă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

ŸКЕРЧĔКРЕ: Йĕпреç райадминистрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров (галстукли) тата муниципаллă тытăмсен канашĕн ĕçĕсене тăвакан директорĕ С.Николаев пирĕн район командипе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика