АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Право урокĕсем иртрĕç

18 марта 2011 г.

Ачасем шкула каймасăр çапкаланса çÿренине, саккуна хирĕçле ĕçсем тăвассине чарса лартас, вĕсене физкультурăпа тата спортпа туслаштарас, хăйсен прависемпе паллаштарас тĕллевпе нарăсăн 15-мĕшĕнчен пуçласа пушăн 15-мĕшĕччен районти шкулсенче "Милици тата ачасем" акци иртрĕ. Милици сотрудникĕсем вĕренÿ управленийĕн методисчĕсемпе, районти çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистпа пĕрле вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасемпе класс сехечĕсем ирттерчĕç, мероприяти вăхăтĕнче уголовлă, гражданла, административлă кодекссем çинчен каласа пачĕç. Экстремистла, террорла ĕçсем пуласран асăрхаттарасси, инкекре ачасен хăйсене мĕнле тытмалли çинчен вĕрентесси тĕпре пулчĕ.

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 34 шкулта 4156 ача вĕренет. Районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе кашни шкул çумнех милиционер çирĕплетнĕ. Çÿлерех асăннă темăсемпе кашни шкултах право урокĕсем пулчĕç. Ачасемпе пĕрле мĕнпурĕ 41 калаçу ирттернĕ, виçĕ профилактика канашне хутшăннă. Вĕрентÿ управленийĕн педагог-психологĕ В.Кузьмина тата Н.Павлова социаллă педагог Вăрăмпуç, Уçырма, Çеçпĕл шкулĕсенче преступлени тăвас туртăм пур ачасемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçнă, ачасен шухăшне итленĕ, вĕсене ырă сĕнÿсем панă. 10 шкулта ачасем наркотик çинчен мĕн пĕлнине, шутланине тĕпчеме ыйтăм ирттернĕ. Унта хутшăннă 462 ачаран пурте наркотик сиенĕ çинчен лайăх пĕлнине каланă.

Шкулта хăрушсăрлăх йĕркине тытса тăрас тĕлĕшпе – компьютер, кĕсье телефонĕ, ытти пурлăха – классенче видеосăнав системисем вырнаçтармалла. Уроксем пуçланиччен тата тăхтавсем вăхăтĕнче педагогсен йышĕнчен коридорта дежурнăй пулмалла. Унсăр пуçне ачасем шкула килсен тата киле кайиччен хывăнса тăхăннă чухне класс ертÿçин пĕрле пулмалла. Террорла актсенчен, аварисенчен асăрхаттаракан, преступлени тунăшăн уголовлă йĕркепе асăрхаттарни çинчен калакан информацисен стендне хатĕрлесе çакмалла.

Л.АНТОНОВА, çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика