18 марта 2011 г.
Юн кун районти культура çурчĕсемпе клубсенче, библиотекăсенче ĕçлекенсен семинарĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалист А.Павлова хутшăнчĕç. Константин Анатольевич клуб ĕçченĕсен, библиотекарьсен çамрăксемпе ытларах ĕçлессине тĕп вырăна хумаллине каларĕ. Культура учрежденийĕсем ачасем-шĕн вăхăта пустуй ирттермелли вырăн мар, унта мĕн те пулин ыррине, усăллине илмелли вырăн пулмаллине каларĕ. Юлашки вунă çулта пирĕн районта, ытти тăрăхсемпе танлаштарсан, пĕр культура учрежденийĕ те хупăнман, унта ĕçлекенсен штачĕсене сыхласа хăварнă.
Ял пултаруллă çамрăксемсĕр мар. Вĕсене пĕр çĕре пуçтараканни, пĕр-пĕр мероприяти е уяв ирттерме хавхалантараканни, пулăшаканни культура ĕçченĕ пулмалла. Чылай клубра дежурство графикĕ те çук. Çамрăксенче лайăх енсене курас тетпĕр пулсан вĕсен пуçарулăхне çул памалла, вĕсем усалпа ан çыхланччăр тесен районта ирттерекен конкурссене, ăмăртусене, мероприятисене хутшăнма пулăшмалла. Клубсенчен ытларахăшĕ каллех çак ĕç çине çиелтен пăхнине палăртрĕ Константин Анатольевич.
Районта халĕ "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пырать. А.Павлова специалист клубра е библиотекăра çамрăксемпе ирттерекен мероприятисене вырăнти медицина, шкул ĕçченĕсене те явăçтарма ыйтрĕ.
Районти культура çур-чĕн информаципе методика пайĕн заведующийĕ Зоя Николаева çитес вăхăтра ирттермелли конкурс-фестивальсен йĕркипе паллаштарчĕ. Кружоксемпе клубсен ĕçĕсене тишкерчĕç.
И.ИЛЬИНА.