АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвесторсен сăмахĕ çирĕп

18 марта 2011 г.

Хăйĕн вăхăтĕнче "Канаш" хуçалăхра темиçе те пултăм, ÿсĕм-çитĕнĕвĕшĕн ертÿçипе Валерий Долговпа пĕрле савăнтăм. Анчах республикипех палăрнă, ырă ят-сум çĕнсе илнĕ тĕреклĕ колхоза самана пăтăрмахĕсем пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкерессе шухăшлама та пултарайман.

2008 çулхи çурла уйăхĕнче Махмуд Гулиев "Канаш" ЯХПКран тулли мар яваплă общество туса хунă, унăн генеральнăй директорĕ пулса тăнă. Ăна пулăшма килĕшнĕ Акиф Гусейнов – унăн çумĕ.

Пĕлтĕрхи шăрăх кÿнĕ тăкак инвесторсене хытах пăшăрхантарнă. "Апла пулин те эпир оптимистсем, пуçа усмастпăр, ырра шанса малаллах талпăнатпăр, – тенĕччĕ ун чухне Гулиевпа Гусейнов. – Кĕрхисене 300 гектар акасшăн".

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн ертÿçи Эдуард Александров, районăн тĕп зоотехникĕ Сергей Васильев тата эпĕ ку хуçалăха нарăс уйăхĕнче çитсе куртăмăр. Кĕрхи культурăсем шанчăклă тухăç панине шута илсе ăна малтан палăртнинчен ирттерсе 400 гектар ытла акнă иккен.

Пĕрлешÿре ырă улшăну кашни утăмрах. Çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ. 340 гектар лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кашни пайщик хăйĕн тÿпине илнĕ.

Общество çур акине тĕплĕ хатĕрленет. 170 тонна вăрлăх янтăланă, 200 тонна элита туянасшăн. Люцерна вăрлăхĕ илсе нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне пысăклатасшăн.

Çунтармалли-сĕрмелли материал та çитмелле пек, анчах саппас нихăçан та чăрмантармасть. Çавăнпа унăн калăпăшне çывăх вăхăтра пысăклатасшăн.

Йĕркеллĕ çул çĕр улми тупăшпа савăнтарнине те асра тытаççĕ "Канашсем". Пĕлтĕр ăна 80 гектар лартнă. Шел, вăрлăхĕ чухлĕ çеç тухнă. Кăçал, малтанласа планланă тăрăх, 50 гектар лартасшăн. Шăрăх вăхăтра "иккĕмĕш çăкăр" пуссине шăвараççех. Ун валли çывăхра пĕве пур.

Техника паркне те çĕнетесшĕн. Паха вăрлăхпа, шанчăклă техникăпа ака вăраха каймĕ.

– Эпир туса илекен тырă фуражлăх çеç. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнине нимĕн те çитмĕ, – терĕ Махмуд Мадатович. – Тытăннă чухне 90 ĕне выльăх кăначчĕ. Вĕсем те пулин чирлĕччĕ. Вăл кĕтÿ халĕ çук. Йăлтах çĕнĕрен туянтăмăр, пурте сывă, ăратлă.

Сысна-ĕне йышĕ ÿссех пырать. Пĕлтĕр Мари Республикинчен 176 ĕне туяннă. Сăваканни халĕ 135 пуç. Кăçал çĕнĕ комплекс çуртне хута ярасшăн. Кунта, паллах, ку чухнехи технологипе килĕшÿллĕн пĕтĕм ĕçе механизацилеме палăртнă.

Апат выльăха ешĕл курăк çине илсе тухиччен çитерме çитет. Сых ятне илсе хума килĕшÿсем тунă. 2009 çултан юлнă 300 тонна тырă хĕл каçарма питĕ пулăшнă. "Саппас яланах кирлĕ тесе ăна хăйĕн вăхăтĕнче сутмарăмăр, – кăмăллăн калаçать М.Гулиев. – Унсăрăн фураж туянса нумай тăкакланнă пулăттăмăр".

– Инвесторсем виççĕмĕш çул ĕçлеççĕ, сăмаха çирĕп тытаççĕ, – терĕ колхоза 30 çул ертсе пынă Валерий Васильевич. – Халăх кăмăллă. Ĕç укçи уйăхра икĕ хутчен тата вăхăтра илет. Кадрсен ыйтăвне татса панă. Çамрăк специалист чылай. Татьяна Кузьмина бухгалтера, Александр Алексеев агронома илер акă. Пурте вырăнти çынсем, шанчăклă.

Валерий Долгов шухăшĕпе унчченхи хăтлăх-йĕркелĕх, инфратытăм, ялăн çĕнĕ сăн-сăпачĕ таврăнатех.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика