18 марта 2011 г.
Пушарпуçĕнче пурăннă 43 çулти хĕрарăм вилнĕ тĕслĕхпе районта уголовнăй ĕç пуçарнă. Судпа медицина экспертизи хĕрарăм ÿчĕ çинче вилĕм кÿме пултаракан сурансем тупса палăртнă. Çак преступленире унпа пĕрле пурăннă 37 çулти арçын айăплă пулма пултарнине тĕпчеççĕ.
Следстви шухăшĕпе, кăçал пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн çÿлерех асăннă çынсем хушшинче харкашу пуçланнă, сăлтавĕ: хĕрарăм арçынна шыв илсе килме ыйтнинче пулнă имĕш. Вăрçăннă вăхăтра айăпланаканни хĕрарăма диван çинчен урайне тĕртсе янă, унтан чăмăрĕпе темиçе хутчен питĕнчен çапнă. Çакăн хыççăн вăл ăна каялла диван çине çĕклесе хунă та вĕсем çывăрма выртнă. Каç тĕлнелле арçын вăраннă та инкек тÿснĕ хĕрарăм сывламаннине асăрханă.
Инкеке уçăмлăрах палăртас тĕллевпе следстви ĕçĕсем тата уголовнăй ĕçе тĕпчесси малалла пыраççĕ.
Уголовнăй ĕç Раççей следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕнче производствăра тăрать.
А.КЕРЖАЕВ, аслă следователь.