АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшулăх çитĕнÿ кÿрет

18 марта 2011 г.

Тăвай районĕнче "Физика тата математика урокĕсем ку чухнехи шкулта" темăпа республикăри шкулсенче математика тата физика предмечĕсене вĕрентекенсен ХХII фестивалĕ иртнĕ. Унта 100 ытла педагог хутшăннă. Вĕсенчен пĕри – Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче ачасене физика тата информатика пĕлĕвĕсене ÿстерме пулăшакан В.Анатольев. Вăл "Физикăна ху тĕллĕн вĕрен" педагогика проектне тата "Çар радиолокацийĕ" ĕçне хÿтĕленĕ. Проекта хăйĕн сайтĕнче "Шкул ачисем валли" пайра вырнаçтарнă.

Пултаруллă педагог вĕренекенсем валли "Физика тата информатика урокĕсем" пĕлÿ паракан сайт йĕркеленĕ. Килĕсенче Интернета кĕме пултаракан шкул ачисем çав сайтпа физика пайĕсене тепĕр хут пăхса тухма тата хăйсем тĕллĕн вĕренме пултараççĕ. Унпа хамăр республикăри тата Раççейри физика учителĕсем анлăн усă кураççĕ. Хăнасен кĕнекинче çак проект çинчен сахал мар ырă сăмах çырнă.

В.Анатольев сайчĕ районта, республикăра, Раççейре ирттернĕ конкурссене пĕрре мар хутшăннă. Вĕсенче виçĕ диплом çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çул кăçалхи пек фестивальте Вячеслав Николаевич хатĕрленĕ методика ĕçне пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа хакланăччĕ. Кипеч тăрăхĕн педагогĕ – 6 методика ĕçĕн авторĕ. Вĕсене çĕршыври ĕçтешĕсем анлăн усă куракан Интернет-порталта, сборниксенче курма пулать. Çав ĕçсем Раççейри конкурссенче 5, республикăра 4 диплом çĕнсе илнĕ.

Вячеслав Николаевич Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви ирттерекен "Пирĕн çĕнĕ шкул" методика хайлавĕсен ярмăрккине активлă хутшăнать. Икĕ ĕçĕ пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньсемлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Пĕлтĕр В.Анатольев Пĕтĕм Раççейри "Педагогика инновацийĕсем" конкурса хутшăнса икĕ наградăпа таврăннă.

Нумаях пулмасть Раççей Вĕренÿ академийĕн наука информацийĕпе мониторинг институчĕ Вячеслав Николаевич хатĕрленĕ электроника ресурсĕсене регистрацилесе икĕ ĕнентерÿ хучĕ пани çинчен пĕлтернĕ. Çак ятпа ăна ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем саламланă, малашне те çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх суннă.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика