АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăпрапа тÿпе юрăçине мухтатпăр

18 марта 2011 г.

Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче чăваш халăх поэчĕ Я.Г.Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа "Ешĕл хунавсем" республика вăйă-конкурсĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Унта 5-8-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Услови тăрăх кашни командăрах тĕрлĕ ÿсĕмри 8 ача пулмалла. Командăсем килти ĕçе – Я.Ухсая халалласа хăйсем çырнă сăвăсен пуххине, "Я.Г.Ухсай пурнăçĕпе пултарулăхĕ" кроссворда, "Тăпрапа тÿпе юрăçи" визитка сценарине – малтанах хатĕрленĕ.

Мала тухассишĕн тата республика конкурсне хутшăнма ирĕк çĕнсе илессишĕн 16 команда (128 ача) тупăшрĕ. Районти жюри çĕнтерÿçе тата малти тăватă вырăна йышăннă командăсене номинацисенче палăртрĕ, унтан чи лайăх ултă командăна суйласа илчĕ. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн "Ухсайçăсем" команди абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. "Çут çăлтăрсем" команда (Сухайкасси шкулĕ) пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Ун хыççăнхи вырăнсене "Чиперккесем" (Янкăлч шкулĕ), "Катексем" (Катек шкулĕ), "Çеçпĕл çеçкисем" (Чакаç шкулĕ), "Ухсай вăрманĕ" (Вăтакас Татмăш шкулĕ) йышăнчĕç.

Республикăра район чысне Вырăскас Пикших шкулĕнчи "Ухсайçăсем" хÿтĕлĕç. Апла вĕсене ăнăçу сунар!

Е.ИВАНОВА, вĕренÿ управленийĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика