АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиперуксен конкурсĕ

18 марта 2011 г.

Чиперуксен конкурсĕ

Канмалли кунсенчен пĕринче Сиккассинчи культура çурчĕ ачасен хаваслă шавĕпе тулчĕ. Сăлтавĕ пĕтĕмпех "Мисс Дюймовочка" конкурспа çыхăннă. Сцена çине 9 пĕчĕк чиперук тухса тăчĕ. Малтанах вĕсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Хĕрачасем – Наташа Долгова, Ангелина Краснова, Дарина Мухина, Саша Сергеева, Настя Кузьмина, Катя Мухина, Таня Михайлова, Надя Сыраева, Анюта Михайлова – пĕринчен тепри лайăхрах хатĕрленнĕ.

Иккĕмĕш конкурс "Аннене пулăшатăп" ятлă. Амăшĕсем хĕрĕсене чăнах та ĕçе вĕрентни курăнчĕ. Пĕчĕк ĕçченсен аллинче çăмха выляса кăна тăрать. Иккĕмĕш класра вĕренекен Ангелина Краснова çак конкурсра чи маттурри пулчĕ.

Хĕрачасем сцена çинче тĕрлĕ тĕслĕ хутран парнесем те ăсталарĕç. Пиллĕкмĕш класра вĕренекен Настя Кузьминан кĕл чечекĕ пурин куçне те илĕртрĕ, çиччĕмĕш класри Анюта Михайлова вара хута квилинг мелĕпе хуçлатса чечек ăсталама пултарчĕ.

Конкурса Карлсон вĕçсе килни куракансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Вăл пушă алăпа мар, кĕсье тулли пылак кучченеçпе килнĕ. Ачасене тĕрлĕ вăйă выляттарчĕ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене туптарчĕ.

Чиперуксем "Çĕнĕ тум" конкурсра хăйсем ăсталанă хитре тумтир кăтартрĕç. Усă курнă япаласенчен те кĕпе-тум çĕлеме пулать иккен: хаçат-журнал, пластик кĕленче, хутаç тата ытти япаласем те пурнăçра хăйсен усăлăхне кÿреççĕ.

Хĕр пĕрчисем юрлама, ташлама, сăвă калама ăста пулни те курăнчĕ. Çавăнпа жюри членĕсен ĕçĕ çăмăл пулмарĕ. Икĕ ÿсĕмри ушкăнран пĕрер Дюймовочка суйласа илме тиврĕ.

Кĕçĕннисен хушшинче "Мисс Дюймовочка" титула пĕрремĕш класра вĕренекен Наташа Долгова илме тивĕçрĕ. Вăтам ушкăнра çиччĕмĕш класри Анюта Михайлова пултаруллăрах пулчĕ.

Эпĕ ашшĕ-амăшне, класс ертÿçисене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Çакăн пек уявсем ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетеççĕ, çитĕннисене хăйсен ачисене тата çывăхрах пĕлме пулăшаççĕ. Ачасем мĕнлерех хавхаланнине курасчĕ тата сирĕн.

Р.ЧЕБУКОВА, директор çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика