18 марта 2011 г.
Хĕвел тÿпене кашни кунах çÿлерен те çÿле хăпарать. Юлашки кунсенче вăл хăйĕн пайăркисене çĕр пичĕ çине пĕр шелсĕр сапалать. Хула урамĕсем, лакăм-тĕкĕмсем кăнтăрла шывпа тулаççĕ. Çуркунне çывхарни тинех сисĕне пуçларĕ. Çапах та чечеклĕ çуркунне Сиккасси ялне, айлăмра çанталăк сивĕрех тăрать пулин те, чи малтан çитрĕ-тĕр.
Хĕрарăмсен уявĕ умĕн ялти илемлĕ пултарулăхпа кану центрĕнче ял-йыш валли хаваслă, усăллă чăн-чăн кану каçĕ иртрĕ. Çепĕç юрă-кĕвĕ, сапăр ташă куракана хаваслăх кÿчĕç, сцена çине тухнă пикесене курса-итлесе çамрăксем, çав шутра çитĕннисем те, хăйсен тавра курăмне, пĕлĕвне пуянлатрĕç пулĕ тетĕп. Конкурса ертсе пыракансен пултарулăхĕнчен тĕлĕнмесĕр тăма май çук. Елена Ильинична Павлова учительница ку енĕпе тахçанах пысăк маçтăр. Ăна пулăшакан Алеша Петров та хăйне сцена çинче çирĕп тытать, пĕр çул хушшинче ăсталăхне палăрмаллах ÿстернĕ арçын ача. Пĕлтĕр те вĕсем иккĕшех ертсе пынăччĕ пикесен ăмăртăвне.
"Мисс Весна" ятпа иртнĕ конкурс пирки-ха эпĕ. Иккĕмĕш çул çеç куратăп кун пек мероприятие. Анчах та питĕ интереслĕ. Ятарласах кайса курам-ха терĕм, районта ирттерекен конкурссемпе танлаштарма. Танлаштармалли вара чăнах та пур. Чи пĕлтерĕшли, Сиккассинче кирек мĕнле уяв-каçа та пысăк яваплăхпа хатĕрленеççĕ, çын умне ячĕшĕн тухса кĕрессишĕн кăна мар.
Сцена çине чипер хĕрсем пĕрин хыççăн тепри тухаççĕ. Сăнĕ-пичĕ, пĕвĕ-сийĕ, кĕпи-тумĕ питĕ илĕртÿллĕ. Сиккасси вăтам шкулĕнче вĕренекен хĕрачасем Оля Вазинге, Люда Амбрукова, Саша Герасимова, Анюта Цан, Настя Шепи хăйсен пултарулăхне ял-йыш умĕнче кăтартма тăрăшса хатĕрленни курăнчĕ.
"Визитка" конкурсра пикесем хăйсемпе паллаштарчĕç. "Интеллектра" тавра курăм анлăшне, зоологи предметне мĕнлерех пĕлнине кăтартрĕç. Мода кăтартнă чухне пурте тенĕ пек чечеке çаврăнчĕç, вĕсен хушшинче Оля Вазинге (ÿкерчĕкре) шурă акăш пек ярăнса утрĕ. Вăл чăн-чăн акăш евĕрехчĕ. Шурă хут листисенчен çыпăçтарса тунă кĕпе хĕрача çинче акăш тумĕн курăнчĕ. Мана питĕ килĕшрĕ. "Сюрприз" конкурсра Люда Амбрукова уйрăмах кăмăла килчĕ. Вăл Л.Бетховенăн кĕллине синтезаторпа каларĕ. Саша Герасимова хутран акăшсем ăсталанă. Аня Цан А.Пугачевăна сăнарларĕ.
Илемлĕ пултарулăха кăтартнă чухне румбо, мунча ташшисем те, эстрада юррисем те пулчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, хĕрачасем вăйлах хумханчĕç пулин те, çухалса каймарĕç, ăмăрту условийĕнчи ĕçсене лайăх пурнăçларĕç.
Жюрие ытлашши çирĕп хаклать тесе ÿпкелекенсем те пулчĕç. Çÿллĕрех шайра вăй виçнĕ чухне çемçен хаклаççĕ-шим; Капла хăть хĕрачасенчен ытларахăшĕ районта çакăн евĕр конкурс иртес пулсан шанчăклăнах çĕнтерме пултарнине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Çапла вара жюри пĕтĕмлетĕвĕпе Люда Амбрукова – "Мисс элегантность", Саша Герасимова – "Мисс Грация", Настя Шепи – "Мисс скромность" ятсене тивĕçрĕç. Анюта Цан куракансем кăмăлланă пике пулчĕ. "Мисс Весна" ята Оля Вазинге çĕнсе илчĕ.
Уява килнĕ зал тулли халăха Алексей Мурзуков, Ольга Кузьмина, Настя Кузьмина, Алиса Григорьева, культура çурчĕн ĕçченĕсем савăк юрăсемпе саламларĕç. Конкурса хутшăннă хĕрачасене вара вĕренÿре çитĕнÿсем тума, тăрăшуллă пулма сунатăп. Кулянса ан ларăр: паян çĕнтереймерĕр тĕк, ыран ăнăçать. Умра тем анлăш, тем вăрăмăш çул сирĕншĕн уçăлса пырать кăна-ха.
И.ВЛАДИМИРОВА.