18 марта 2011 г.
Çулсерен республикăра чи лайăх вуланакан кĕнекене палăртаççĕ. Кăçал конкурса 2009 çулта пичетленсен тухнисене тăратнă. Çак тĕллевпе Çĕнĕ Шелттемри ял вулавăшĕнче "Литературăллă Чăваш Ен: кĕнеке - 2009" ятпа кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.
Калас пулать, И.Микулайăн "Манăçми кунсем", Г.Орловăн "Вутри юрату", Л.Маяксемĕн "Хуçăлман хулă", З.Нестеровăн "И мужчины плачут", Н.Максимовăн "Çĕрĕллĕ хура кушак" кĕнекисене вулавçăсем алран ямасăр вулаççĕ. Вĕсем кĕнеке фондĕнче пĕрер е икшер экземпляр çеç пулнипе вулавăшра тытăнса та тăмаççĕ. Пĕр вулавçă хыççăнах тепĕр вулавçă патне куçать.
Ю.Семендер, Г.Айги сăввисем те кăмăла çĕклеççĕ. 2009 çулта пичетленсе тухнă кĕнекесемпе ачасем уйрăмах кăмăллă: О.Галин "Рагиба", А.Растворцевăн "Уйăх çулĕ", В.Игнатьева-Тараватăн "Ÿссе çитĕн хăвăртрах", Л.Кадкинăн "Çунатлă çунашка", Н.Теветкелĕн "Марине вăййисем", Н.Карайăн "Ураллă купăс" кĕнекисене юратса вулаççĕ.
Курав вăхăтĕнче кĕнеке тусĕсемпе "Паллашăр, 2009-мĕш çулта пичетленнĕ кĕнекесем", "Ача-пăча кĕнекисем" ятпа паллашу тата тăхтав мероприятийĕсем иртрĕç. Вулавçăсен формулярĕсене анализ тунă хыççăн çакă паллă пулчĕ: В.Кротова, 3-мĕш классра вĕренекенскер, О.Галин "Рагиба" кĕнекисĕр пуçне, ача-пăча кĕнекисене пурне те вуланă. Курав умĕнче вăл кĕнеке тусĕсене хăй вуланă кĕнекесем çинчен, хăш сăнарсем ытларах кăмăла кайни çинчен каласа пачĕ, пурне те асăннă кĕнекесене вулама сĕнчĕ.Çак кунсенче "Рагиба" ятлă кĕнекене те вулама шантарчĕ.
Хальхи вăхăтра вулавçăсем хушшинче чи лайăх вуланакан кĕнекене палăртасси малалла пырать, кĕнеке тусĕсемпе ирттермелли мероприятисем татах та палăртнă. Вуланă кĕнекесем çинчен вулавçăсем хăйсен шухăшĕсене "Сĕнÿ кĕнеки" çинче çырса палăртаççĕ.
Т.ИВАНОВА, ялти вулавăш ертÿçи.