18 марта 2011 г.
Мартăн 14-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалĕнче районти шкулсенчен кăçал вĕренсе тухакансене пĕрлехи патшалăх экзаменне (ППЭ) хатĕрлемелли эрнелĕх пуçланчĕ. Университетăн профессорĕсемпе преподавателĕсем вĕсем валли мастер-классем ирттереççĕ. Районти пур вăтам шкул та унта хутшăнма заявка панă.
Пĕрремĕш мастер-класа – вырăс чĕлхипе – Ирина Николаевна Бакина доцент мартăн 14-мĕшĕнче икĕ сменăпа ирттерчĕ. Ăсталăх урокне 250 выпускник тата шкулсенчи учительсем хутшăнчĕç. Мартăн 15-16-мĕшĕсенче Дмитрий Анатольевич Ялтаев докторантпа Владимир Порфирьевич Бычков профессор обществознанипе тата математикăпа уроксем пачĕç.
Эрнелĕхре пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытмалли пур предметпа та мастер-классем пулаççĕ. Çак кунсенче вĕренÿ пайĕ математикăпа, физикăпа, химипе, биологипе, Раççей историйĕпе, обществознанипе тата вырăс чĕлхипе ППЭне репетици формипе тытса пăхма заявкăсем йышăнать. Ку вăхăт тĕлне Канаш хулинчен, Канаш, Йĕпреç, Вăрнар, Вăрмар районĕсенчен шкул вĕренсе пĕтерекен 900 ача заявка панă. Канаш хули, Чкалов урамĕ, 3-мĕш çурт адреспа е (9) 3-37-55 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
А.ТЯМИНА, ЧПУн Канашри филиалĕн библиотека заведующийĕ.