18 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕнчи информкунра ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне çурхи ейÿпе кĕрешес, ялсенче пушар хăрушсăрлăхне вăйлатас, территорисене тирпей-илем кÿрес, тасатас, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе тухса тăракан задачăсем çинчен калаçу пычĕ. Республикăран килнĕ ушкăна Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕн çумĕ Л.Рулькова ертсе пычĕ. Ушкăнра – "Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи судпа экспертиза лабораторийĕ" патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Л.Морозов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Н.Наумова, Шалти ĕçсен министерствин милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделенийĕсен ĕçĕсене йĕркелесе тăракан пайĕн пуçлăхĕ С.Наумов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Косолапов.
Ларусем ирттермелли залра район администрацийĕн структурăллă подразделенийĕсене, районти предприятисемпе организацисене ертсе пыракансенчен йĕркеленĕ информушкăнсен членĕсемпе кÿртĕм инструктаж ирттерчĕç. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.
Пушар надзорĕн Канаш районĕпе тата хулипе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Сидоров пушар хăрушсăрлăхĕ районта мĕнле лару-тăрура пулнине пĕлтерчĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан "хĕрлĕ автан" алхасасси сахалланнă. Ялсене пыракан çулсене, урамсене юртан тасатса тăманни вут-çулăмпа кĕрешессинче чăрмав кÿрет. Сăмахран Алешово ялĕнче вут хыпса илнĕ çурт патне пымалли çула юр хÿсе кайнине пула пушара вăхăтра сÿнтерме май килмен. Кил хуçин пысăк инкек тÿсме тивнĕ. Çавăнпа та урамсене тасатсах тăмалла. Пушар тухаслăхĕн хăрушă тапхăрĕ пуçланать. Вут-çулăм инкекĕнчен асăрханмалли мероприятисенчен пĕри вăл – çул хĕррисенче юр ирĕлнипе тухакан çÿп-çапа пуçтарасси, турттарса тухасси.
Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн эксперт специалисчĕ В.Чернов ейÿ тапхăрне ирттерсе яма, унпа çыхăннă ĕçсене тĕрĕслесе тăма комисси йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ. Мероприятисен планне хатĕрлесе çирĕплетнĕ.
Çурхи тапхăрта районти юхан шывсемпе объектсенче çак сăлтавсене пула чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухма пултарать: ялсене шыв илнипе – ку енĕпе уйрăмах Шăхасан, Çĕнĕ Пинер, Дмитриевка тата Ушанар ялĕсем инкек курма пултараççĕ; пăр çине çынсем е техника тухнипе; гидротехника сооруженийĕсем (пĕвесем, плотинасем) татса кайнипе – Микушка, Асхва, Мăкăр, Калиновка тата Матьшÿ ялĕсенче. Пĕвесем, кĕперсем, çул хĕрринчи шыв юхăмĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шыв пăрăхĕсене тасатмалла, çул хĕррипе канал чавмалла. Ял тăрăхĕсенче шыв-шур тапраннă вăхăтра кашни пĕвешĕн, плотинашăн яваплă пулма çын уйăрса лартмалла.
Район территорийĕнчи ялсене санитарипе экологи енчен тасатса тăрас тата тирпей-илем кÿрес енĕпе ик уйăхлăх ирттерме палăртнă. Тĕрлĕ йывăç та нумай лартма пăхнă. Масарсенче, урамсенче тасалăхпа тирпейлĕх хуçалантăр тесе тăрăшмалла.
Çĕр ĕçченĕшĕн хĕрÿ тапхăр çывхарса килет. Район администрацийĕн агропромышленность комплексĕн организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ял хуçалăхăн тĕрлĕ культурине акмалли тата лартмалли çĕр лаптăкĕсем 22551 гектар пулĕç. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 7500 гектар, çĕр улми 421 гектар, силослăх кукуруза 274 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 1140 гектар йышăнĕç. Кунсăр пуçне пушă выртакан 5091 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Иртнĕ кĕркунне районти хуçалăхсем 2399 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне 1312,8 тоннине кондицие лартнă, ку вăл пĕтĕм вăрлăхăн 52 проценчĕ. Вунă хуçалăхра вăрлăх 100 проценчĕпех акма юрăхлă. Районти ял хуçалăх техникин 65 проценчĕ юсавлă.
Район администрацийĕн архив ĕçĕн пуçлăхĕ Л.Кириллова, социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин пуçлăхĕ А.Степанов кÿртĕм инструктажра мĕн каланисене Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнчи тĕл пулăва пынисем патне çитерчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Максимов ялсенчи урамсене тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе тума палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ, усăсăр выртакан çĕрсене ĕçлеттерсе ярас енĕпе инвесторсемпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Лартмалăх çĕр улмиллĕ пуласси чылайăшне самаях шухăшлаттарать. Паллах, çак ĕçе ырана хăвармалла мар. Ку енĕпе ял çыннин хăйĕн тимлĕрех пулмалла. Ĕлĕкхилле такама шанса ларнипе ĕç тухмасть. Йÿнĕрех чухне, ялсем тăрăх машинăпа сутса çÿренĕ вăхăтра çиме те, лартма та лайăх çĕр улми туянса юлма тăрăшни усса çеç пырĕ. Тухăçĕ лайăх пулсан: "Çавăн чухне эпĕ питĕ ăслă пултăм вĕт-ха", – тесе çынсем умĕнче пĕрре мар мухтанăр-ха.
Çур енне сĕт йÿнелме пуçлани ялта пурăнакана самаях пăшăрхантарать. Çакă хуçалăхсемшĕн пысăк çухату, инкек. Мĕншĕн тесен сутса тунă тупăш выльăхсене тăрантарма та çителĕксĕр. Çавăнпа та пуль, хăшĕ-пĕри выльăхсен йышне чакармалла марри çинчен калаçнине кăмăлласах йышăнмасть. Çăмăл мар ял çыннине. Ĕç çук, укçи çук. Ĕне усрама вăй çитерекенсем сĕт сутса пурнăçне йĕркелесе ярас тесе тапаланаççĕ. Ял хуçалăх таварĕсен хакĕсем яланах таканари шыв пек вылянса тăни тарăхтарать вĕсене. Хĕлле чĕр тавар сахалрах, çавăнпа та предприятисем сĕте хаклăрахпа йышăнаççĕ. Çанталăк ăшă енне кайсан каллех йÿнелсе каять. Çав хушăрах вара сĕтрен тăвакан апат-çимĕç пĕрре те йÿнелмест. Районта ялсенче халĕ пĕр литрне 12 тенкĕпе пуçтараççĕ. Пĕр тенкĕ чакать текен хыпар та тухрĕ-ха. Сĕт хакĕ тĕрлĕрен пулни пирки Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн территорине кĕрекен ялсенче ĕмĕрĕсене ирттерекенсене те пăшăрхантарать. Нимле пуху та, канашлу та çак ыйтăва хускатмасăр иртмест кунта.
Л.Арсентьева, районти суйлав комиссийĕн председателĕ пулнă май, кăçал ирттермелли суйлавсем çинче чарăнса тăчĕ. Районăн тĕп ветврачĕ А.Степанов тĕрлĕ чир-чĕр ан сарăлтăр тесе çапкаланчăк йытăсемпе кушаксене, уртаракан чиртен сыхланас тĕллевпе чирлĕ тилĕсене малашне те пĕтермелли çинчен сăмах хускатрĕ. Сыснасен африка чуми пирĕн тăрăха çитес хăрушлăх пуррине аса илтерчĕ. Çак выльăха картишĕнчен кăларманни, ирĕке яманни хăрушă чиртен асăрханмалли тĕп майсенчен пĕри шутланать.
Информкуна район администрацийĕнче пĕтĕмлетрĕç.
В.АЧЧА.