16 марта 2011 г.
Федор Сидăрччă ирхине вырăн çинчен пуçне аран çĕклерĕ. Ара, ытларах сыпни нушалантарать мар-и;
– Аня! Аня! Ăçта эс; Кĕр-ха.
Арăмĕ васкасах кĕчĕ вăл çывăракан пÿлĕме.
– Мĕн, аптăрасах ÿкрĕн-им; Сахалрах ĕçмелле пулнă!
– Калаçса ан тăр-ха! Лавккана вĕçтер – пуç çурăлса тухать. Тăххăра ĕçе каймалла тата!
– Санăн пуçушăн эпĕ айăплă-им, ху чуптар лавккана!
– Пустуй калаçса вăхăта ан ирттер-ха, Аня! Тăртаннă пит-куçпа лавккана мĕнле кайăн; Тăма та вăй çук. Чуп-ха хăвăртрах, ĕçрен юлăп тата!
Арăмĕ пÿлĕмрен тухнă чух Хветĕре тÿшекĕ каллех хăй патне туртса илчĕ.
Вăхăт шăвать те шăвать, çын нушине ăнланмасть вĕт. Çирĕм минут та иртрĕ пуль, арăмĕ "эмел" илсе килеймест-ха. Аран тăркаласа тухрĕ Хветĕр пичче. Арăмĕ пальто тытнине курсан хĕпĕртесех кайрĕ.
– Вăт маттур, кайса илтĕн иккен, пар хăвăртрах, сывалса ĕçе каймалла вĕт! – васкатать Хветĕр.
– Ытла час! – тарăхса сасă пачĕ мăшăрĕ. – Сан мухмăрушăн манăн çÿç-пуçа, пит-куçа тирпейлемесĕрех тухса чупмаллаччĕ-и; Çын мĕн калать, Федор Сидăрччă арăмĕ япăхсах кайнă-мĕн тет вĕт. Акă пальто тăхăнатăп та вĕçтеретĕп лавккана!
– Вăт пулать те, çын нушине пачах ăнланасшăн мар! – ятлаçса юлчĕ Хветĕр. – Такси чĕнмелле пулĕ, ĕçрен юлатăп вĕт капла. Эх! хам та çав, кăштах сыпсан татах сыпатăп, илĕртет мур илесшĕ...
Рев. РУБИН.