16 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчи çанталăк лăпкă та тÿлек пулаканччĕ. Çак вăхăтра чăвашсем çăварни уявне ирттереççĕ, шурă тумлă, çил-тăманлă хĕллепе сывпуллашаççĕ, ăшă хĕвел шевлиллĕ ĕçчен те кăмăллă çуркуннене кĕтсе илеççĕ. Çăварни пысăк та савăнăçлă, халăх юратакан уявсенчен пĕри. Çавна май йăлана кĕнĕ ятпа çăварнине, сивĕ хĕле ăсатма пуçтарăнчĕç Мăкăр ялне Чакаç ял тăрăхĕн çыннисем. Çанталăкĕ хĕллехи пулчĕ пулсан та çуркунне çывхарнине сиссе ватти те, вĕтти те килте юлмарĕç.
Чакаç ялĕнче пурăнакан Анатолий Петров хăйĕн маттур лашине кÿлсе, пĕкĕ çине шăнкăрав çакса, ут таврашне илемлĕ тутăрсем çыхса капăрлатнăскер, ял тавра чупса халăха уява йыхравларĕ. Шăнкăрав сасси чуна савăнăç кÿчĕ. Авалтан пыракан йăлана асра тытса ял халăхĕ вĕри икерчĕпе, чейпе, тутлă шÿрпепе хăналанчĕ.
Уява Хĕл Мучине чĕнсе илчĕç, ăна юлашки хут ял халăхĕпе пĕрле пулса савăнма ыйтрĕç. Вăл ĕç çыннисене саламласа ырлăх-сывлăх, савăнăç сунчĕ, хăйĕн йăмăкне – Çуркуннене – кĕтсе илнипе кăмăллă пулчĕ. Акă симĕс тумлă, илемлĕ те сăпай çуркунне çитрĕ. Ял-йыша çуркуннерен çуркуннеччен ырлăх сунчĕ.
Уява пуçтарăннисене Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Михайлов ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламларĕ, телей сунчĕ.
Кунта тĕрлĕрен ăмăрту иртрĕ. Вăйăсене хастар хутшăнакансене парнесем парса хавхалантарчĕç. Уява Чакаç ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем йĕркелесе пычĕç. Çакăнтах Л. Иванова предприниматель тытакан "Любава" лавкка ĕçлерĕ. Пухăннисене шкул ачисем, культура ĕçченĕсем пысăк концерт кăтартрĕç.
Юлашкинчен Çăварни карчăккине чĕртсе ячĕç. Катемпи çуннине пăхса тăракан халăх: "Çăварни карчăкĕ чипер кай, ялтан чир-чĕре илсе кай, пире ырлăх-сывлăх пар", – терĕ. Кану кунĕ ял-йышшăн усăллă та савăнăçлă иртрĕ пулĕ тесе шутлатпăр. Хамăр енчен вара уява ирттерме пулăшнă Чакаç ял тăрăхĕн администрацине, Г.Иванов предпринимателе тав тăватпăр.
Н.АРСЕНТЬЕВА.
Мăкăр ялĕ.