16 марта 2011 г.
Германире, "Симĕс эрне" ярмăрккăра, 48 çĕршывăн ял хуçалăх министрĕсем тĕл пулса калаçнă. Вĕсен шучĕпе хальлĕхе Европăра апат-çимĕç çителĕксĕр теме сăлтав çукрах, анчах та вăл питĕ хакланма пултарать.
Эстони ял хуçалăх министрĕн сăмахĕсем тăрăх Европа çыннисем, вăл шутра Эстони халăхĕ те, хальлĕхе апат-çимĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йывăрлăха туйсах каймаççĕ, таварсем хакланнă пулсан та çимелли çителĕклех. "Çапах та вăхăт иртнĕçемĕн лару-тăру çивĕчленме пултарать, хаксем питĕ хăвăрт ÿсни нумайăшне йывăрлăха кĕртсе ÿкерет, – пĕлтернĕ вăл. – Çитес вунă çулта апат-çимĕç ку чухнехинчен вун-вун процент ытларах кирлĕ пулĕ, анчах та хальхи условисенче производствăна ÿстернипех çак ыйтăва татса пама май пулмĕ".
Ял хуçалăх министрĕсем апат-çимĕç хакĕсемпе спекуляци тăвасран халăхсен хушшинчи суту-илĕве лайăхрах йĕркелемеллине, çавăн пекех апат-çимĕç продукцийĕ туса илессине ÿстермеллине палăртнă. Чи малтанах çакна аталанакан çĕршывсенче тумалла, мĕншĕн тесен унта усă курман çĕрсем нумай.