16 марта 2011 г.
Микушкари клубра хĕрачасем хушшинче "Суперзолушка – 2011" конкурс иртрĕ. Вăл тăватă туртан тăчĕ. Хĕрсем чи малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç. Унтан капăр тумĕсемпе куракансене тыткăнларĕç. Амăшĕсене халалласа сăвăсем вуларĕç. Жюри çавăн пекех вĕсен юрă-ташăри ăсталăхне те хакларĕ.
"Суперзолушка – 2011" ята тивĕçессишĕн ултă хĕрача тупăшрĕ: Галина Скороходова, Наташа Руссина, Татьяна Коршунова, Кристина Степанова, Диана Ильина, Вероника Серегина. Вĕсен пултарулăхне Е.Романова, Ю.Александрова тата Л.Иванова жюри членĕсем курса хак пачĕç.
Пикесем тĕрлĕ номинацире палăрса пычĕç, çавăнпа та чи хастаррин тата чи пултаруллин ятне асăнма çăмăлах пулмарĕ. Конкурс вĕçленсен вĕсене пурне те хисеп хучĕсем тата парнесем парса хавхалантарчĕç.
Л.ИВАНОВА, администратор.