АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн

16 марта 2011 г.

Нарăс уйăхĕнче районти автоçулсем çинче виçĕ автоинкеке шута илнĕ. Халĕ вĕсене тĕплĕнрех тишкерсе тухар-ха.

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче каçхине тăхăр сехет çурăра "Çĕрпÿ – Ульяновск" автоçулăн 34-мĕш километрĕнче (Шăхасан сали çывăхĕнче) хăрушă инкек пулса иртнĕ. Палăртман водитель Сител ялĕнче пурăннă арçынна çапса хăварнă, хăй инкек пулнă вырăнтан тарнă. Арçынна çăлса хăварма май килмен, вăл йывăр сурансене пула вилсе кайнă. Следстви пирĕн район çыннине кÿршĕ регионтан çула тухнă груз турттаракан автомашина çапса хăварма пултарнă тесе шутлать. Çак фактпа уголовнăй ĕç пуçарас ыйтăва пăхса тухаççĕ.

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче каçхине ултă сехет тĕлнелле Çĕнĕ Пинерте пурăнакан тракторист ДТ-75 тракторпа Энтриялĕнче юр тасатнă. Анчах та кутăн панă чухне асăрхамасăр çын çине пырса кĕнĕ. Ку инкекре Энтриялĕнче пурăнакан арçыннăн ури хуçăлнă, тути татăлса кайнă. Ăна çийĕнчех районти тĕп больницăна илсе çитернĕ. Адмтĕпчев пырать.

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче каçхине сакăр сехет çурăра "Çĕрпÿ – Ульяновск" автоçул çинче, Энтриял ялĕ çывăхĕнче, "ОПЕЛЬ – АСТРА" автомашина çул хĕрринчи "карта" çине пырса çапăннă. Иномаркăна Энтриялĕнче пурăнакан водитель тытса пынă, анчах та ăна автомашина рулĕ "пăхăнман". Арçыннăн аяк пĕрчисем хуçăлнă, куç харши тĕлĕнчи ÿчĕ татăлса кайнă. Вăл та районти тĕп больницăна лекнĕ.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика