АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă вăрлăх - тухăç никĕсĕ

16 марта 2011 г.

Тухăçлă çимĕç çитĕнтерме паха вăрлăх кирли вăрттăнлăх мар паллах. Çавăнпа та вăрлăх туянас ĕç патне пысăк яваплăхпа пымалла. Çуркунне çывхарнă май пасарсенче вĕсене сутма тытăннă та ĕнтĕ, ытларах пайне вара кÿршĕ регионсенчен (Ульяновск облаçĕ, Тутар, Мари Республикисем) кÿрсе килеççĕ. Анчах çав тăрăхсенче вăрлăх тĕлĕшĕпе фитосанитарипе карантин зонисене палăртнă, çавна май республикăна сăтăрçă кăпшанкăсемпе ял хуçалăх культурисене сиен кÿме пултаракан чир-чĕре тата тĕрлĕрен ÿсен-тăран вăррине илсе килес хăрушлăх пур. Карантин витĕмĕнчи сăтăрçă ÿсен-тăрансемпе паллаштаратпăр: (амброзия полыннолистная, амброзия трехраздельная, амброзия многолетняя, горчак ползучий, паслен колючий, паслен трехцветковый, повилики, ценхрус малоцветковый, череда волосистая).

Амбрози йышши ÿсен-тăран ял хуçалăх культурисен тухăçлăхне тата пахалăхне чакарать, уй-хир тăрăх хăвăрттăн сарăлать, унăн çеçкин тусанĕ çынна аллерги парать. Унпа кĕрешме вара çăмăлах мар.

Яваплăха туйман çынсем вăрлăха пирĕн республикăна карантин сертификачĕсемсĕрех кÿрсе килме тăрăшаççĕ, çавна май çĕнĕрен те çĕнĕ сăтăрçăсем ĕрчесе пыраççĕ.

Раççейри ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри Управленийĕ çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрать. Иртнĕ çулта пирĕн республикăна 18 пин тонна шрот, фуражлăх тырă тата комбикорм кÿрсе килнĕ пулнă. 3 пин тонна шрот çинче карантин паллисене тупса палăртнă. Çавăн пекех Волгоград облаçĕнчен 504 тонна тулă илсе килнĕ, вăл та пахалăхĕпе тивĕçтермен. Тулла тасатнă хыççăн "çÿп-çапне" çунтарса янă.

Çавăнпа та вăрлăх туяннă чухне ятарлă документсем пуррипе кăсăкланмалла (карантин сертификачĕ е карантинпа фитосанитари контролĕн акчĕ). Пахалăхлă вăрлăх аксан сăтăрçă ÿсен-тăранпа кĕрешсе укçа-тенкĕ тăккаламалла пулмĕ.

Раççейри ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри Управленийĕ Шупашкар хулинче, Крупская урамĕнчи 9-мĕш çуртра вырнаçнă, телефон: 52-80-33. Сире çавăн пекех патшалăх инспекторĕсем Канаш хулинче те пулăшма пултараççĕ (Çĕнтерĕве 30 çул урам, 87 а çурт, тел. 2-18-25).

Р.АСЕИНОВ, пай пуçлăхĕн çумĕ, Н.СПЕСИВЦЕВА тата Р.РУССИНА патшалăх аслă инспекторĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика