16 марта 2011 г.
Зуев (хушаматне улăштарнă) Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин çар институтне 2007 çулта вĕренме кĕнĕ. Çулталăкран юпа уйăхĕнче Оборона министерствипе Зуев курсант институт пуçлăхĕ хутшăннипе вĕренÿ вăхăтĕнчи çар службинче пулма тата ăна вĕренсе пĕтерсен пилĕк çул службăра тăма килĕшÿ тунă.
2010 çулхи ака уйăхĕнче летчиксем хатĕрлекен çар училищин пуçлăхĕ Зуев контракт условийĕсене пурнăçламасть тесе (вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнипе) училищĕрен кăларса яма приказ кăларнă. Ăна призывпа килĕшÿллĕн çак училищĕрех çар тивĕçне пурнăçлама хăварнă. Саккун тăрăх çар вĕренĕвĕн учрежденийĕнчен дисциплинăна пăснишĕн кăларса янисен хăйсене вĕрентсе тăкакланă бюджет укçине каялла тавăрмалла. Тăкакăн сумми – 500800 тенкĕ. Çар гарнизонĕн прокурорĕ явап тытаканран çав суммăна суд урлă шыраса илесшĕн.
Çар прокурорĕ Канаш район судне ларăва унсăрах ирттерме хут ярса панă. Зуев тавăç тăратнипе килĕшмен. Вăл каланă тăрăх, ăна училищĕне вĕренме кĕнĕ чухне çакăн çинчен сăмахпа та, çырса та пĕлтермен, контракт çинче те кăтартман. Суд контрактра вĕреннĕшĕн бюджет укçине тавăрса памалли условисем çуккине тата тăкакăн виçине кăтарманнине палăртнă. Çар гарнизонĕн прокурорĕ тăратнă тавăçа суд хирĕçленĕ.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.