АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ямăт укçа тĕрмене илсе çитернĕ

16 марта 2011 г.

Хулари предприятисенчен пĕринче слесарьте ĕçлекен Смирнов завод территоринчен букса узелĕн роликлă подшипникĕсене вăрлас шутпа вăрă-хурахла ушкăн йĕркеленĕ. Хăй лайăх пĕлекен Афанасьев водитель ăна çав таварсене цехран автогаража çитерме пулăшнă. Автобус водителĕ Пантелеев подшипниксене завод территорийĕнчен турттарса тухнă. Унта ăна хăйĕн машинипе Дмитриев кĕтсе тăнă. Вăрланă пурлăх часах Смирновăн гаражне пырса выртнă. Иртнĕ çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕччен 19 хутчен "сунара" тухнă. Милици çыннисене ушкăна авăн уйăхĕнче "çăварлăхлама" май килнĕ.

Преступниксен ушкăнĕ пĕтĕмпе 981640 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Вăрланă подшипниксене Смирнов сутса тăнă. Хăйне пулăшакансене укçа парса хавхалантарнă. Следстви çак ĕçе Яковлев, Зиновьев, Егоров, Леонтьев хутшăннине те палăртнă.

Суд Смирнова 6 çула, Дмитриевпа Афанасьева 5 çул та 6 уйăха ĕçлесе юсанмалли пĕтĕмĕшле режимлă колонине яма йышăну кăларнă, Пантелеева 2 çул та 6 уйăха, Яковлевпа Зиновьева тата Леонтьева 3 çула, Егорова 2 çула условно ирĕк прависĕр хăварнă, 6 пинрен пуçласа 20 пин таран штраф панă. Пурин хушаматне те улăштарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика