16 марта 2011 г.
Кăрлач уйăхĕнче врач Матвеевăна (хушаматне улăштарнă) санаторине кайма справка çырса панă, хăйĕнпе пĕрле амбулатори карттине те парса янă. Направлени çине алă пустарас тĕллевпе Матвеева пульмонологпа профпатолог патне кайнă. Темиçе кунтан вăл тĕп врачăн çумĕн, вăлах врачсен комиссийĕн председателĕ те, ĕç пÿлĕмне кĕнĕ, путевка илме ирĕк паракан справка çине алă пусса пама ыйтнă. Лешĕ çак ыйтăва комисси ларăвĕнче татса памалла тесе хуравланă. Матвеева больницăн терапи уйрăмĕн заведующийĕпе тĕл пулнă. Вăл та унăн ыйтăвне пурнăçламан. Тарăхса çитнĕ пациент çав кунах тĕп врач патне хăйĕн нуши çинчен çырса пĕлтернĕ. Ун шучĕпе врачсен комиссийĕн председателĕ тата терапи уйрăмĕн заведующийĕ путевка партарас мар тесе юри "ура хураççĕ". Вĕсен ĕçĕ саккуна хирĕçле тесе ĕнентересшĕн вăл.
Суд Матвееван тавăçне тивĕçтернĕ. Сывлăхне çирĕплетме санаторине каймашкăн путевка илме справка памалли йĕркене пăснине палăртнă. Мораль енчен сиен кÿнĕшĕн больницăран Матвеева валли 1000 тенкĕ шыраса илме йышăну кăларнă. Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви 256-мĕш номерпе кăларнă приказпа килĕшÿллĕн чирлĕ çынпа сÿрĕк пулмалла мар, унăн вăхăтра сипленмелли правине пăсма юрамасть.