АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мунча хутса кĕнĕ те...

16 марта 2011 г.

Ялта пурăнакан кашни çемьен мунча пур. Анчах та чылайăшĕ мунча кăмакине пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасăр хăпартать. Çак сăлтава пула мунчасем çуннă та, çунаççĕ те.

Тĕслĕх илсе кăтартатпăр. Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче çур çĕр иртни пĕр сехетре Шăхасан салинчи пĕр кил-хуçалăхра мунча çунма пуçланă (кил хуçисем маларах уяв мунчи хутса кĕнĕ пулнă). Телее, çак инкеке çывăхра иртсе пыракан ППС нарячĕ асăрханă, вĕсем хуçасене вăратнă та. Кÿршисем самантрах пушар хуралне шăнкăравланă. Вут-кăвар мунча тăррине тата маччине, çавăн пекех чăх витине юрăхсăра кăларнă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем инкек мăрьене тĕрĕс мар ăсталанине пула сиксе тухнине тĕпчесе палăртнă.

Ялсем тăрăх рейдсем ирттернĕ чухне кăмакасемпе мăрьесен юсавлăхĕ тата юрăхлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Хăшĕсем кăмакасемпе шуратмасăрах усă кураççĕ, чылайăшĕн питлĕхĕ те çук... Çакăн пек айванлăхшăн кил хуçин штраф тÿлеме тивет, анчах та унăн виçи питех те пĕчĕк (500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран).

Çакна яланах асра тытăр, инкекĕ вара кайран калама çук пысăк пулма пултарать. Çавăнпа та кăмакасемпе мăрьесене вăхăтра юсаса тăрăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика