16 марта 2011 г.
"Çак ыйтăва тапратни иртерех мар-ши;" – тейĕ вулаканăм. Кăçалхи çанталăк хăйне евĕрлĕ пулнине шута илсен шăпах вырăнлă. Уй-хирте юр нихçанхинчен хулăн. Вăл çакăн чухлĕ пулнине ас тумастăп та.
Пĕр енчен çакă çĕр ĕçченне савăнтарать. Хулăн "çи витти" айĕнче нумай çул ÿсекен курăксем, кĕр калчисем аван упранаççĕ, пахча çимĕç сахалрах шăнать.
Тепĕр енчен тăпрара нÿрĕк ытларах пухăнĕ. Аса илер-ха халăх сăмахлăхне: "Уй-хирте юр нумайрах пулсан пÿлмене тыр-пул ытларах кĕрĕ". Ку – савăнтаракан паллă. Тĕрĕсе килсен тем пекехчĕ. Çăлсенче шыв шайĕ те хăпарĕ.
Эпĕ нумай çул тăпраçă-агрохимикра вăй хунă. Мана халĕ пĕр ыйту канăç памасть. Ырă паллăпа тыр-пул тухăçне ÿстерес ĕçре епле усă курмалла; Паянхи условисенче ăна пурнăçлама çăмăл мар. Мĕншĕнне кĕскен ăнлантарам.
Пирĕн республикăри çĕрсен 85 проценчĕ çырма-çатра çывăхĕнчи тайлăмсенче вырнаçнă, ытти – тÿрем вырăнсенче. Çавăнпа тăпра эрозийĕ вăйлă сарăлнă та.
Сăрт çамкисенче, тайлăмсенче ытти çĕртинчен юр яланах сахал, тăпра тарăнрах шăнать, нÿрĕк япăх сăрхăнать. Çавна пула юр шывĕн 70-80 проценчĕ çырмасене юхать.
Çанталăк тăрук ăшăтсан юр хăвăрт ирĕлет. Çакă эрози вăйне темиçе хут ÿстерет. Кăçал унашкал хăрушлăх пур. Пур хуçалăхра та юр ирĕлессине вăхăтра йĕркеленин пĕлтерĕшĕ пысăк. Анчах кăçал эрозипе кĕрешмелли агротехника мероприятине туса ирттерме йывăртарах пулассăн туйăнать. Юсавлă ял хуçалăх техники çителĕк-сĕр, çунтармалли-сĕрмелли материал сахал.
Ял ĕçченне çапла калас килет: йывăр пулсан та çак мерпориятие эрози вăйлă сарăлнă вырăнсенче те пулин ирттерме тăрăшăр. Шыв юххине урлă тайлăмсем, валсем тусан пулăхлă тăпрана юхса каясран сыхланă пулăттмăр. Çак ăкăçалхи тыр-пул тухăçĕшĕн кĕрешмелли пĕрремĕш утăм пулĕччĕ. Юр ирĕлессине торф сапса йĕркелеме пулать.
Юлашкинчен çакна асăрхаттарам: пĕчĕк юхан шывсем çинче пĕве нумай. Вĕсене сыхласа хăварма шыв юхтарса кăлармалли вырăнсене вăхăтра тасатмалла. Тыр-пул, çĕр улми упракан складсене, путвалсене çурхи шыв кĕресрен сыхлама маларах тытăнмалла, канавсем уçмалла. Сыхлăх кăçал нихçанхинчен те ытларах кирлĕ.
В.АЛЕКСАНДРОВ, тăпраçă-агрохимик.