16 марта 2011 г.
Унччен маларах милицин ППС полкĕн взводне ертсе пынă командира судпа айăпланă. Следстви тата суд тĕпчесе палăртнă тăрăх, пĕлтĕр авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче водитель, эрехпе самаях хĕмленнĕскер, автоçул çинче ятарласа палăртнă лини урлă хирĕç килекен автотранспорт çулĕ çине каçса умĕнче пыракан автомашинăна хăваласа иртме пикеннĕ. Çав самантра вăл шăпах çул урлă каçма пуçланă 16 çулти хĕрачана çапса хăварнă. Хĕр упраç йывăр сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă.
Канаш район сучĕ милицире ĕçленĕ сотрудника 4 çуллăха поселени колоние яма йышăннă, кунсăр пуçне ăна 3 çуллăха автотранспорт рулĕ умне ларассинчен хăтарнă. Çавăн пекех экс-милиционерăн инкек тÿснĕ çемьене 400 пин тенкĕ компенсаци тÿлеме тивнĕ.
Суд приговорĕ вăя кĕмен.
Уголовнăй ĕçе Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Канаш хулипе районĕнчи следстви пайĕ тĕпченĕ.
С.ИВАНОВ, аслă следователь.