16 марта 2011 г.
Сухайкассинче В.Г.Яковлева асра тытса ветерансен командисем хушшинче хоккейла выляса уçă турнир ирттернĕ. Унта Комсомольски, Патăрьел, Канаш районĕсен спортсменĕсем хутшăннă. Пăр çине чи малтан канашсемпе комсомольскисем тухнă. Кил хуçисем хăнасене 4:1 шутпа парăнтарнă. Иккĕмĕш тĕл пулура патăрьелсем каçалсене буллитпа çĕнтернĕ.
Юлашки вăйă канашсемпе патăрьелсем хушшинче иртнĕ. Тĕп вăхăт 2:2 шутпа вĕçленнĕ. Çĕнтерÿçĕне буллит палăртнă. Кунта пирĕннисем ăстарах пулнă.
Турнира савăнăçлă лару-тăрура хупнă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, В.Г.Яковлев тăванĕсем ветерансене ăшшăн саламланă. Пур хоккеиста та медальсемпе наградăланă, укçан преми панă. Чи лайăххисем кубоксене тивĕçнĕ. Вĕсем – хапхана хÿтĕлекен А.Кашицин (Комсомольски), хÿтĕленсе вылякан Л.Шашкин (Патăрьел), тапăнса вылякан С.Ратников (Канаш).
Турнир спонсорĕсем – Сухайкасси ял тăрăхĕ, "Молочный двор" компани ушкăнĕ (ертÿçи А.Казаков), С.Иванов, Д.Борисов тата А.Федорова предпринимательсем, В.Г.Яковлев тăванĕсем.
А.ВИТАЛЬЕВ.