АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта юлнă пĕр салтак

16 марта 2011 г.

Вăрçăн хаяр çулĕсем вăхăт иртнĕçем аякран та аякка юлса пыраççĕ. Апла пулин те Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ паттăрсем нихăçан та манăçа тухмаççĕ. Йăлмачча ялĕнчен вăрçă хирне 189 çын тухса кайнă, хальхи вăхăтра унта пĕр салтак, Алексей Кириллов, çеç пурăнать.

Элекçей вăрçăн нуши-тертне пĕчĕклех тутанса курнă. Тискер тăшман Тăван çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса килнĕ чухне вăл 14 çулта çеç пулнă. Вăрçă çулĕсем вăраххăн шунă. Виçĕ çул хушшинче ялта фронта кайма юрăхлă пĕр арçын та юлман. Халĕ 1927 çулта çуралнисен черет çитнĕ.

1944 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Элекçейĕн те фронта кайма ят тухнă. 17 çулхи каччă алла повестка илнĕ, ăна тăванĕсем тата ял-йыш куççуль витĕр ăсатнă, тăшмана аркатса каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме ăнăçу суннă. Анчах та салтака тупăсем кĕрлекен вăрçă-харçă еннелле мар, Инçетри Хĕвел тухăç енне ăсатнă.

Малтан вăл Ульяновск облаçĕнчи Инза хулине çитнĕ. Унта саппасри 60-мĕш полк йĕркеленнĕ пулнă. Çав полка туллин пуçтарăнса çитсен Саратов облаçĕнчи Энгельс хулине куçарнă. Пĕр вăхăт чарăнса тăнă хыççăн салтаксене тавар пуйăсĕпе Хĕвел тухăçĕ еннелле илсе кайнă. "Тимĕр шапа" хăвăртлăхĕпе шăвакан состав палăртнă вырăна 27 талăкран çеç çитнĕ. Уссури хулинчен вĕсене сăрт-ту хушшинче вырнаçнă 44960 номерлĕ çар чаçне илсе çитернĕ.

Сăрт-ту хушшинче алхасакан нÿрлĕ, сивĕ çил шинель витĕр хул-çурăма "каснă", анчах та салтаксен çирĕп кăмăлне вăл хуçайман. Вĕсем çĕр пÿртсем чавса ăсталанă, артиллеристсем 152 миллиметрлă снарядсемпе перекен пушка-гаубицăсене сăртсем хушшине тĕплĕн пытарнă.

Алексей Кириллова радист пулма пÿрнĕ. Çĕнĕ специальноçа каччă часах алла илнĕ. Çав асăннă вырăнта салтаксем тăхăр уйăха яхăн пурăннă. Фашистла Германие çапса аркатни çинчен хыпар çитсен тусем хушшинче те Çĕнтерÿ сасси кĕрленĕ.

Анчах та ку вăхăтра Инçет-Хĕвел тухăçĕнче лару-тăру лăпкă пулман-ха. Япони çарĕсем вăрçа хатĕрленнĕ. Чикĕ леш енчи Маньжури çĕрĕ çинче яппунсен пĕр миллионлă Квантун çарĕ вырнаçнă пулнă.

1945 çулхи çурла уйăхĕ вăйлă çумăрлă пулнă. Тавралăха тĕттĕм пĕлĕтсем карса илнĕ, нимĕн те курăнман. Çанталăк та хăрушлăх çывхарасса систернĕ тейĕн. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăрçă пуçланнă. Тавралăх кăнтăрлахи пекех çуталса кайнă. Монголи чиккинчен пуçласа Лăпкă океан таранах хаяр вăрçă кĕрлевĕ тăнă, сăрт-ту хушшисем аçа çапнă евĕр кисреннĕ. Япони çарĕ икĕ фронт хушшине лекнĕ. Пĕр енчен вĕсене хамăр салтаксем, тепĕр енчен Америка çарĕсем вут-хĕмпе ăшаланă.

– Çапăçу çухатусăр пулмасть паллах. Кĕске вăхăтрах пĕр çемьери пек пурăннă тăхăр юлташ пурнăçран уйрăлчĕç. Ку вăрçă вăраха тăсăлмарĕ, яппун самурайĕсем пинĕ-пинĕпех пирĕн тыткăна çакланчĕç. Тата çакна лайăх астăватăп. Вăрçă вĕçленсен пирĕн чаçе Китай çынни килчĕ. Вăл пире Японин пысăк вăрттăнлăхне уçса пама шантарчĕ.

Полк командирĕ – полковник вун икĕ автоматчикпа çула тухрĕ. Сопкăсем хушшипе пĕр-икĕ сехет кайсан çÿллĕ ту хысакĕ умĕнче чарăнтăмăр. Китай çынни ту çумĕнче мăкланса ларнă кнопкăна шыраса тупрĕ, ун çине пусрĕ. Çав самантра пысăк хапха çÿлелле çĕкленсе уçăлчĕ. Шалта яппунсен самолечĕсем курăнса кайрĕç. Ку Квантун çарĕн çĕр айĕнчи вăрттăн аэродромĕ пулнă иккен. Тăшмана хăвăрт аркатса тăкнипе вĕсем ку самолетсемпе усă курма та ĕлкĕреймен. Китай çынни каланă тăрăх, çак аэродрома ăсталама 8 пин çынна тара тытнă пулнă, ĕçе вĕçлесен, вăрттăнлăха упраса хăварас тĕллевпе, вĕсене пурне те вĕлернĕ. Вăл хăй те ăнсăртран кăна çăлăнса юлнă, – аса илет ватă ветеран.

А.Кириллов Китай чиккинче çар хĕсметĕнче 7 çул тăнă. Вăрçăра паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн ăна Тăван çĕршывăн аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе, "Японие çĕнтер-нĕшĕн" тата ытти вун-вун медальпе чысланă.

Яла салтак 1951 çулта таврăннă, тăван хуçалăхра вăй хума пуçланă. Малтанлăха ХТЗ, унтан МТЗ тракторсемпе нумай çул ĕçленĕ. Алексей хамăр ял хĕрĕпе Клавдипе çемье çавăрнă. Кирилловсем виçĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хальхи вăхăтра ачисем пурте Астрахань хулинче пурăнаççĕ. Çулĕ çывăхах мар пулин те ывăлĕсем ашшĕ-амăшĕ патне килсех çÿреççĕ, кил-хуçалăхра пулăшаççĕ.

Элекçей пичче хăйне лайăх туять, пысăк хуçалăх тытать, ĕне усрать. Вăл механизатор анчах мар, ăста платник те, столяр та. Нихăçан та алă усса лармасть, тăтăшах кил-хуçалăхра кăштăртатать.

М.ВАСИЛЬЕВ, Йăлмачча ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика