16 марта 2011 г.
Йывăçа 300 градус таран хĕртсен вăл хăйне хăй тивсе каясси çинчен эпир пурте пĕлетпĕр. Анчах та çак пулăм 100 градус вĕрипе те пулма пултарать, енчен те йывăç чылай вăхăт хушши хĕрсе тăрсан. Çавăнпа та кăмака купаланă чухне çакăн çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла, мăрье мачча хăмине тата ытти йывăç хатĕрĕсене лексе тăмалла мар.
Мунча хыпса каясси кăмакана мĕнпе тивертсе янинчен те нумай килет (бензин е краççын сапсан), кăмака умĕнче тимĕр листи выртманни те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Чылайăшĕ тата мунча кăмакине питлĕхне уçсах çунтарать.
Мунчана çутă кĕртес ĕçе те тĕплĕн тумалла. Электролампăсене шыв тата пăс лекесрен хупăрламалла, пралуксем хĕресрен те сыхланмалла.
А.ИВАНОВ, дознователь.